Елчĕк районĕ аваллăх историйĕпе, хăйĕн паллă çыннисемпе пуян. Районта çĕршыв, республика шайĕнче упранакан аваллăхпа çут çанталăк палăкĕсем те сахал мар. Пĕрисене лайăх пĕлетпĕр, теприсем çинчен илтмен те. Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне халалланă «Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе» иртнĕ велопоходра вара ачасемпе çамрăксем кăна мар, аслисем валли те историпе тăван тавралăх палăкĕсем çинчен пĕлмелли нумай пулчĕ.
Раççей кунĕнче кăçалхипе виççĕмĕш хут районти велосипедистсен походне йĕркелерĕмĕр. «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕ умĕнче старт илсе аслă çулпа Тăрмăш ялĕ çывăхĕнчи хирсене çитсе килтĕмĕр. Ĕлĕкхи çынсене пытарнă курганра /археологи палăкĕ шутланса тăрать/ чарăнса сывлăш çавăрса ятăмăр. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ С.Голубева çулçÿревçĕсене кĕскен курган çинчен каласа кăтартрĕ. Çак палăка 1959 çулта Н.Я.Мерперт ерсе пыракан археологи экспедицийĕ тĕпченĕ. Палăк вырăнĕнче 3 курган пулнине палăртнă ученăйсем. Пĕр вырăнта вутă кăмрăкĕн, савăт-сапа ванчăкĕсене, çынсен шăммисене тупнă. Йывăçран пураланă виçĕ метр тарăнăш путăкра тĕрлĕ чул ванчăкĕсем пуррине те асăрханă. Малаллахи çул пире Тĕмер ялне илсе çитерчĕ: чиркÿпе паллашрĕç туристсем. Ăна 1876 çулта йывăçран пураласа тунă. 2017 çулта чиркĕве регион шайĕнчи сыхланса тăракан палăксен списокне кĕртнĕ. Çырмасемпе тайлăмсене хыçа хăварса Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çăлкуç умне чарăнтăмăр. Пит-куçа тăрă шывпа çуни, сулхăнта ларса кăштах вăй илни малалла талпăнма хистерĕ. Элпуçпа Кармал ялĕсем урлă иртнĕ чухне Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче велотуристсем сăн ÿкерĕнчĕç. Тăпраллă, тăвалла çул ывăнтарчĕ пулсан та туристсем çут çанталăк тепĕр палăкĕ тĕлне çитрĕç — Çуткÿл кÿлли çывăхĕнчи тавралăхăн илемне путрĕç. Культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕç пире. Кунти айлăмра хуранта пулă шÿрпи пăсланчĕ, курăк чейĕ чунсене ăшăтрĕ. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Кириллов кÿлĕпе ял историйĕпе паллаштарчĕç. Ялти халăх та туристсене курма пуçтарăнчĕ çак вырăна. Унтан çул Курнавăш енне тăсăлчĕ. Кунта çитсен Курнавăш чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий протоиерей велотуристсене пехиллерĕ, велочупăва ăнăçлă вĕçлеме сунса кашнинех çула тухакансен кĕллине çырнă хут валеçсе пачĕ. Курнавăшри тата Çĕнĕ Пăвари кургансемпе кунти истори учителĕ Алексей Смирнов тĕплĕн паллаштарчĕ. Археологи палăкĕсем хальхи шкул картишĕнче вырнаçнă. Пĕрремĕш курганра 13 вил тăпри пулнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕнче ачасене пытарнă. 2-мĕш курганра — пĕр вил тăпри, унтах 2 тăм савăт, пăхăр йĕп тупнă. Виççĕмĕшне 1985 çулта В.Ф.Каховский ертсе пыракан экспедици тĕпченĕ. Палăртнă вырăнсемпе пуринпе те паллашрăмăр походра. Ял çыннисем хаваслăн саламласа ăсатни кун ахаль иртсе кайманнине систерчĕ. Ялсем витĕр тухса финиша çитрĕмĕр. Велотуристсем 50 яхăн çухрăма çăмăллăнах парăнтарчĕç.
Елчĕкри «Улăп» ФОК умĕнче похода каякансен йышне шута илнĕ хыççăн чупăва хутшăнакан 30 çын пулнине пĕлтерчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: похода тухнă чи аслă çын — Таяпа Энтринчи Ю.Смирнов пулчĕ. 64 çулхи Юрий Николаевич спортсăр пурăнайманнине пĕлтерчĕ. Чи çамрăкки — 10 çулти Роман Беляев.
Районта велосипед туризмне аталантарассине пысăк тÿпе хывакансене палăртмасăр иртес мар. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Зарема Князева кирек мĕнле мероприятие те чĕрĕлĕх кĕртме тăрăшать. Инçе çула ыттисемпе пĕрле çăмăллăн парăнтарчĕ вăл. Таяпа Энтринчи Владимир Петровпа Елчĕкри Виктор Федотов велочупăва йĕркелес енĕпе чылай ĕç пурнăçларĕç, маршрута палăртса велочупăвăн карттине хатĕрлерĕç. Юрий Падуевпа Виктор Беляев, Николай Карамаликов хастар пулчĕç. Велотуристсене çул çинче ГИБДД сотрудникĕ Рамиль Фектуллов аслă сержант ертсе пычĕ, каярах васкавлă пулăшу машини те хутшăнчĕ чупăва. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем истори палăкĕсем пирки буклетсем йышлă хатĕрлерĕç, вĕсене велочупăва хутшăнакансене салатса пачĕç.
Киле пурте çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнтăмăр. Велотуризма пирĕн тăрăхра малалла аталантарас ĕçре пулăшакансене пурне те пысăк тав.
Снегира СТЕПАНОВА.