Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен пулнине, тирпейлĕ пурăннине мĕн çиттĕр?

Ĕçчен пулнине, тирпейлĕ пурăннине мĕн çиттĕр?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Пĕрремĕш ыйтупа — районта пурăнакансем кăçалхипе 61-мĕш хут паллă тунă Акатуй — ĕçпе юрă тата спорт уявĕ мĕнле иртни çинчен оргкомитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ. Çĕр ĕçченĕн сумлă уявĕнче, паллах, ĕç çыннине чысласси яланхи пекех тĕп вырăнта пулнă. Хăйсен пархатарлă ĕçĕпе палăрнисен хисепĕ хальхинче те пысăк. Урăхла пулма та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен ÿсен-тăран культурисене пурĕ 39300 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 21935 гектар, республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан чи пысăк лаптăкра акса хăварнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене, уйрăм çĕр ĕçченĕсене епле ырламăн, мухтамăн, вĕсен ячĕпе ырă сăмах каламăн;

Ял тăрăхĕсемпе вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен хăна çурчĕсем, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине, волонтерсен çулталăкне, Раççей кунне халалласа йĕркеленĕ куравсем пирки тиркешсе калаçма сăлтав çук. Культура программи те анлă. Вырăнти артистсемпе юнашар Шупашкартан килнĕ «Çеçпĕл» эстрада, «Раздолица» казак халăх ансамблĕсем, хальхи вăхăтра нумай çын лайăх пĕлекен «Нота G», «Станица» ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Районта пурăнакансем вĕсене пурне те хапăлласа йышăннă. Тивĕçлĕ шайра иртнĕ спорт ăмăртăвĕсем Акатуй уявне тата ытларах илем кÿнĕ. Леонард Левый ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тата кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме хамăр ентешсем — Чăваш Республикинчи «Кĕрешÿ» тата кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕсен ертÿçисем — Алексей Лапшинпа Юрий Карпов курăмлă пулăшу панине, ырă кăмăллă çынсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тунине палăртса каларĕ. Лашасен чупăвĕ пирки те нумай çын хавхаланса каласа кăтартнине илтме пулчĕ. Урхамахсен ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерессине хăй çине илме килĕшнĕ Александр Осипова район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пархатарлă, ырă ĕçшĕн район администрацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕ. А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Елена Портнова, районти тĕп библиотекăн директор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Алина Петрова та ят-сума тивĕçлĕ пулчĕç. Николай Петрович «Рассвет» ЯХПК председательне — Юрий Мясникова тата «Прогресс» АХОн тăваттăмĕш комплекслă бригадин бригадирне — Анатолий Куприянова çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене тĕрĕслесе хак парас ĕçе комисси членĕсем пулса хутшăннăшăн тав турĕ. Акатуй уявне çÿллĕ шайра, инкек-синкексĕр ирттерсе ярассишĕн малтанхи вăхăтран тытăнсах ырми-канми вăй хунă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, специалистсене, ятарлă службăсене — çул-йĕр, медицина, полици, пушар асăрхавĕн, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен ытти предприятисемпе организацисен ĕçченĕсене оргкомитет ячĕпе — уйрăм тав сăмахĕ.

Апла пулин те, район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна та палăртса каларĕ: «Мĕн туни — пурте лайăх. Анчах çакăнпа лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Акатуй уявĕсене ытти район-хуласенче мĕнле йĕркелесе ирттернипе кăсăкланмалла, ялан шыравра пулмалла, çĕнĕлĕхсене вырăнта ĕçе кĕртмелле», — терĕ вăл.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ÿсен-тăран отраслĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа, хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Чăннипех, хĕрÿ вăхăт — нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен кĕске вăхăтра пахалăхлă утă, сенаж хывса хăварма ĕлкĕрмелле.

Канашлу хыççăн пурте пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне çитсе куртăмăр. Çуллахи вăхăтшăн пĕлтерĕшли вăл — тирпей-илем ыйтăвĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вырăнта пулса çитменлĕхсене хăй куçĕпе курчĕ, вĕсене каламасăр та хăвараймăн. Кавал, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш ялĕсене илсе çитерекен аслă çулсен хĕррисенче çум курăк ашкăрни, çăва тухнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ пулин те çулсен хĕррисенчи тата ялсем хушшинчи пысăк йывăçсен вуллисене халĕ те шуратма — илем кĕртме ерçейменни, хăш-пĕр урамсем ытла та тирпейсĕр пулни, обществăлла вырăнсене хур-кăвакал усрамалли лаптăка çавăрни… — вырнаçусăр. Николай Петрович ял тăрăхĕн пуçлăхне Георгий Зайцева çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса каларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code