Турă хĕрхеннипе, Турă Амăшĕ хÿтĕленипе 100 çул каялла Патшапа унăн çемйине асаплантарса вĕлернине асăнса Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан пилленипе июлĕн 2-5 мĕшĕсенче Елчĕк районĕнче Хĕреслĕ çул çÿрев иртет.
Хĕреслĕ ÿкĕнÿллĕ çул çÿреве тухакансем июлĕн 2-мĕшĕнче ирхине 7 сехетре Тĕмер ялĕн чиркĕвĕнчен Хăвăлçырма — Кÿлпуç — Кармал — Элпуç, Вырăскасси — Курнавăш — Турхан — Çĕнĕ Пăва — Аслă Пăла Тимеш, июлĕн 3-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешрен Кушкă — Энтепе — Шăмалак — Яманчÿрел, Лаш Таяпа, июлĕн 4-мĕшĕнче Лаш Таяпаран Çĕнĕ Эйпеç — Кавал — Кивĕ Эйпеç, Элекçей Тимеш — Патреккел — Аслă Елчĕк — Елчĕк, июлĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкрен Тÿскел — Таяпа Энтри — Кĕçĕн Таяпа — Аслă Таяпа — Тĕмер ялĕсене çитеççĕ. Тĕмер чиркĕвĕнче каçхи, ирхи кĕлĕсем иртеççĕ.
Хĕреслĕ çул çÿрев тĕллевĕ — Турă умĕнче ÿкĕнни, вырăс çĕршывĕн патшине иккĕмĕш Николай аттене тата унăн çемйине асаплантарса вĕлернĕшĕн ÿкĕнесси. Вĕсем чăн тĕншĕн, патшалăхшăн, Раççей çĕршывĕшĕн асап тÿссе вилни _ пирĕн çинче те. Асатте-аттесемпе асанне-аннесем, эпир хамăр та — ĕлĕкхи вырăс халăхĕ Турра, Патшана, Раççее пăхăнса тăрассине пăснăшăн Çÿлти Хуçа пире ушкăнпа Турă умĕнче тупа тума, çак çылăхран ÿкĕнсе куççулĕпе çăвăнса тасалмалли вăхăтне парать.
Раççей çĕршывне хальхи йывăрлăхран хăтарассишĕн яваплăха туякан çынсене пурне те Хĕреслĕ çул çÿреве хутшăнма, ÿкĕнÿ кĕллипе чĕререн çăвăнса утса тухма чĕнетпĕр.
Асап тÿссе вилнĕ Патшапа унăн çемйине халалланă ÿкĕнÿллĕ Хĕреслĕ çул çÿреве священниксем хĕрессемпе, хоругвисемпе, таса сăнсемпе тухаççĕ. Çак çула хутшăнас текенсем кирек хăш ялта пĕччен те, ушкăнпа та пĕрлешме пултараççĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула çула тухма пултарайманнисем чĕррисемшĕн те, вилнисемшĕн те асăнма пама пултараççĕ. Вĕсене кашни чиркÿре асăнтараççĕ, кашни чиркÿре кĕлĕсем иртеççĕ, молебенсем пулаççĕ, акафистсем вулаççĕ.
Тăвансем, Хĕреслĕ çул çÿреве тухма пурсăра та чĕнетпĕр.
ПЕТР протоиерей,
Хĕреслĕ çул çÿрев ушкăнĕн ертÿçи, Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ.