КĔСКЕН ИСТОРИРЕН
1892 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче чиркÿпе прихут шкулĕ уçăлнă. Унтанпа нумай çул иртсе кайнă, нумай çĕнĕлĕх пулса иртнĕ: 1921 çулта пуçламăш, 1930 çулта çичĕ класлă шкул туса хунă, 1936 çулта вăтам шкул ятне панă. Кирпĕчрен хăпартнă хальхи здание 1985 çулта хута янă. Шкултан, вăл уçăлнă 125 çул хушшинчи тапхăрта, 3 пин ытла ача вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ.
Ачасене тарăн пĕлÿ, воспитани парассипе хальхи вăхăтра педагогика коллективĕнче 15 вĕрентекен тата 3 воспитатель ырми-канми тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталану илме кунта пур услови те çителĕклĕ: кашни класрах интернет уçлăхне тухса тĕрлĕ информаци тупма компьютерсем пур, уроксене тухăçлă тата пысăк пахалăхпа ирттерме проекторсемпе пысăк экрансем те алă айĕнчех. Шкулта тĕрлĕрен кружоксемпе секцисем те ĕçлеççĕ. Ачасене тимлĕх уйăрни, вĕсемшĕн тăрăшса ĕçлени сая каймасть: вĕренекенсем хăйсен малтанхи çитĕнĕвĕсене çĕнсе илме пултараççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Анастасия Пупина технологи предмечĕпе /ертсе пыраканĕ М.Алексеева/, Милана Емельянова биологи, истори, литература предмечĕсемпе /О.Викентьева, А.Смирнов, Р.Мордвинова/, Анастасия Смирнова литература предмечĕпе /Р.Мордвинова/, Ирина Пупина вырăс чĕлхипе, химипе тата технологипе /Л.Пупина, Д.Турхан, М.Алексеева/, Кристина Емельянова литература, экологи предмечĕсемпе /Л.Пупина, О.Викентьева/, Марина Розанова акăлчан чĕлхипе /Л.Викторова/ предмет олимпиадисенче район шайĕнче малти вырăнсене тухса шкул чысне çÿле çĕклерĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Кристина Емельянова тата Ирина Пупина вара республика шайĕнче иртекен предмет олимпиадисене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.
Спорт ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмаççĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсем. ГТО нормисене пурнăçласа нумай учительпе шкул ачи удостоверенисемпе значоксем илме пултарчĕç. Ачасем волейбол, баскетбол вăййисене, кире пуканĕ, штанга йăтассипе ытларах пултарулăх кăтартаççĕ. Уйрăмах Геннадий Кукурузов, Евгений Абрамов, Кристина Боброва, Анжела Иванова, Ангелина Семенова, Николай Аверьянов, Анастасия Грибова, Данил Павлов, Денис Измайлов, Зинон Семенов, Рома Иванов, Андрей Ефремов хăйсен çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшне анчах мар, ял-йыша та савăнтараççĕ.
Вĕрентекенсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Л.Пупина тата А.Смирнов тĕрлĕ çулсенче «Çулталăкри учитель» сумлă ăмăртура тупăшса мала тухса район чысне республика шайĕнче хÿтĕлерĕç. Л.Григорьева, С.Иванова, Т.Быкова, Л.Викторова, А.Васильева, С.Павлова хăйсен предмечĕсемпе районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче призерсемпе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Анчах паянхи пурнăçра шкула пур енчен тĕрĕс-тĕкел тытса пыма, ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма условисем туса парасси çăмăлах мар. Йывăрлăхсене илес пулсан, вĕсем ытларах шкул хуçалăхне тытса пырассипе çыхăннă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама, кирлĕ япаласене туянма укçи-тенки сахалах мар кирлĕ. Апла пулин те шкул çурчĕн стенисене çутă та илемлĕ тĕссемпе сăрласа çĕнетрĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ стендсем туса хатĕрлерĕç. Шкулти историпе тăван тавралăх музейĕнчи экспонатсен шучĕ те кашни çул ÿссе пырать. Ку енĕпе В.Горшков библиотекарь нумай вăй хунине палăртмалла. Шкул çурчĕн путвалĕнче штанга йăтакансен ятарлă пÿлĕмĕ. Юсав ĕçĕсене йĕркелесе пыма пулăшакан спонсорсем ытларах çамрăксем пулни чуна хавхалантарать, тăрăшса ĕçлеме хистет.
— Шкулти ĕçсене вăхăтра, тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Халĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкула çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес енĕпе ĕç-пуç вĕресе тăрать. Район, республика пулăшнипе спортзалра тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлатпăр, — каласа парать Диана Турхан директор.
Паянхи пурнăçра ашшĕ-амăшĕ хушшинчи тачă çыхăнусăр пурăнма йывăр. Çамрăк директорăн ĕмĕчĕсем — пысăк, шухăшĕсем — сулмаклă. Çак ĕçре коллектив малалла та тăрăшса, талпăнса ĕçлессе, Çĕнĕ Пăва шкулĕ пурнăçпа тан утасса ял халăхĕ шансах тăрать.
Л.ВИКТОРОВА,
Çĕнĕ Пăва ялĕ.