Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Журналист професси анчах мар, ку — шăпа»

«Журналист професси анчах мар, ку — шăпа»

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти Пăр керменĕн конференци ирттермелли залĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта «Елчĕк ен» хаçатăн журналисчĕсем те хутшăнчĕç.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Екатерина Грабко, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем саламларĕç.

Республика Пуçлăхĕ хыпарсене вăхăтлă тата професси тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра çутатса пынăшăн журналистсене тав тунă май ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ, вĕсен ĕçĕ халăхшăн пархатарлă пулнине палăртрĕ, СМИ редакцийĕсене вĕсен тимлĕ ĕçĕшĕн тав турĕ. «Журналист професси анчах мар, ку — шăпа», — терĕ вăл.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче журналистсене тунă çитĕнỹсемпе чарăнса тăмасăр ĕçре çĕнĕ креативлă майсем шырама чĕнсе каларĕ, ку енĕпе малашне те пулăшма шантарчĕ: «Эпир республикăри массăллă информаци хатĕрĕсене вĕсен проект ĕç-хĕлĕ урлă пулăшăпăр».

Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, çĕнĕ проектсем республика ĕç-хĕлĕн конкретлă çул-йĕрне тĕплĕнрех тишкерме пулăшаççĕ тата çав проектсем тĕрлĕ тытăмра çитĕнỹсем тума май параççĕ. Наци проекчĕсене çутатас ĕçре пичет ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăхпа ĕçленине те палăртрĕ Олег Алексеевич.

Екатерина Грабко уява хутшăннисене саламланă хыççăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ, ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă май массăллă информаци хатĕрĕсенче, кĕнеке кăларас тата полиграфи ĕçĕнче тунă çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ.

Пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă пичет ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕсен Тав çырăвĕсемпе, Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ журналистсен премийĕсемпе тата ытти тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Уява концерт программи пуянлатрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code