ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 24-мĕш сессийĕ Керчьри политехника колледжĕнче пулнă инкекре вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă.
Пĕрремĕш ыйтупа – вăл Чăваш Республикин бюджет, право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă. Малашне муниципалитетсен бюджет тивĕçтерĕвĕн шайне çĕнĕ кăтартусене – налук потенциалĕн индексне тата бюджет расхучĕсен индексне – шута илсе палăртассине каланă министр. Депутатсем çак саккун проектне икĕ вулавпа ырланă.
Тепĕр икĕ саккун проекчĕпе ЧР Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев паллаштарнă. Вĕсенчен пĕри пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 2019 çул валли палăртассипе çыхăннă. Министр çак виçе кăçалхи шайрах юлассине, 7953 тенкĕпе танлашассине, пĕлтернĕ.
Тепĕр проект нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ тĕлĕшпе çăмăллăхпа усă куракан ватăсене пырса тивет. Çак компенсацие пĕччен е ĕçлемен пенсионерсемпе çеç пурăнакан, 70 çултан иртнĕ çынсем тивĕçнĕ. Малашне çак ушкăн пысăкланать: 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăнри ĕçлемен сусăрсемпе пурăнакан ватăсен те ку çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур. Депутатсем икĕ саккун проектне те улшăнусем кĕртессишĕн сасăланă.