Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп юсавшăн кашни çын яваплă

Тĕп юсавшăн кашни çын яваплă

Тỹрех палăртар, республикăра та, хамăр районта та юлашки çулсенче ĕлĕк коммуналлă пурлăх шутланнă, халĕ ытларахăшĕ харкам хăй тытса тăракан нумай хваттерлĕ çуртсем унчченхинчен хăтлăхĕпе те, тасалăхпа тирпейлĕхĕ енĕпе те чылай уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех çутçанталăк газĕпе, ытларахăшĕнче кашни хваттере уйрăммăн хутса ăшăтаççĕ. Шыв кĕрекен-тухакан (канализаци) системипе çыхăннисен шучĕ те çулсерен ỹсет. Вĕсенчен нумайăшĕнче, маларахах патшалăхăн тĕп юсав программипе килĕшỹллĕн, условисене тĕпренех лайăхлатнă.

Апла пулин те, çын тỹшекне кура урине тăсать, тенĕ евĕр, коммуналлă çуртсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ «Эпир чăн-чăн ырлăхра пурăнатпăр» тесе калаймасть-ха. Çакă вĕсем нумаях пулмасть коммерциллĕ мар «Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсакан республика фончĕ» организаци элчисемпе _ Р.М.Исмаилов юристпа тата А.В.Осипов тĕп специалистпа иртнĕ тĕл пулура уçăмлăн палăрчĕ. Унта хăнасемпе пĕрлех Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.М.Блинов тата район администрацийĕн специалисчĕсем те пулни хăш-пĕр тавлашуллă ыйтусене тĕрĕсрех те уçăмлăрах çутатма май пачĕ.

«Эпĕ тĕп юсав укçине пĕр сиктермесĕр тỹлесе пыратăп, — терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ П.В.Лобанчиков кăмăлне уçса. — Мĕншĕн тесен пирĕн пурăнмалли пурлăх каярахпа ачасене куçать. Апла пулсан, вĕсен пуçĕнче кивелекен çурта мĕнле тытса тăрăпăр е епле тĕп юсав тăвайăпăр-ши текен шухăш пулмасть». Фондран килнисемпе тĕл пулăва пынисенчен чылайăшĕ çакăнпа пĕтĕмпех килĕшрĕç. Пирĕн пулас ăру пирки те шутламалла-çке.

— Шăпах сирĕн пек тỹлевçĕсем нумай пулнăран республика тăватă çулăн тĕп юсав планне палăртнинчен маларах пурнăçларĕ те, — ăшшăн тав турĕç хăнасем Петр Викторовича. Чăваш Енре пĕтĕмпе 1089 çурта юсавçăсем çĕнĕ чухнехинчен те лайăхрах пахалăхпа йĕркене кĕртнĕ. Тĕл пулăва пынисенчен хăшĕ-пĕри районсенче ĕçсем мĕнлерех пынипе интересленсен çакăн пек хыпар илнĕ. Фонда укçа хывас енĕпе тỹлевсен 95 проценчĕ таран йĕркеллĕ хывса пыракан Пăрачкавсем малта. Çавна май вĕсенче тĕп юсав ĕçĕ те лайăх пырать. Елчĕк ку енĕпе ыттисенчен юлса пыни Фонда та, райцентрта пурăнакансене хăйсене те йывăрлăхсем кăларса тăратать, тесе палăртрĕ район администрацийĕн ЖКХ енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист эксперчĕ В.Н.Петров. Çакна çирĕплетнĕ пекех Андреев урамĕнчи 6-мĕш çуртра пурăнакансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пекех çивĕчрен çивĕч ыйтусем пачĕç.

Паллах, вырăнти влаç ĕçченĕсем район центрĕнчи «çинçе вырăнсене» кураççĕ те, пĕлеççĕ те. Çавăнпа вĕсем çурта юсамалли майсем шырама, унта пурăнакансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. 2017 çулхи муниципалитетăн кĕске вăхăтлăх планĕпе килĕшỹллĕн, шăпах Андреев урамĕнчи 6-мĕш тата Юбилей урамĕнчи 4-мĕш çуртсене тĕпрен юсама пĕр миллион тенкĕ ытларах укçа тупнă. Хальлĕхе улттăмĕш çуртри электрооборудование çĕнетнĕ. Çывăх вăхăтра шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса парасшăн. Анчах çивиттине ылмаштарма тата ытти ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çăлкуçĕ паллă мар-ха.

Мĕншĕн?.. Çак ыйту тата унăн хуравĕ вара улттăмĕш çуртра пурăнакансемшĕн те, малашне тĕп юсав кĕтекенсемшĕн те куç умĕнче. Айăпĕ хамăрта иккенне ăнланса илменни, е фонда укçа туллин тỹлемесĕрех юсав тума май килмĕ-ши тени пысăкран та пысăк йăнăш! Сахал ĕç укçи илекенсемпе чирлисем кăна мар, пуян çемьесемех фондран килекен счетсемпе сĕмсĕррĕн татăлмаççĕ. Çавна пула, патшалăх политикине ăнланманнипе, хамăр сỹрĕклĕхе пула тĕп юсав енĕпе такăнатпăр, республикăра кайрисен шутĕнче пыратпăр. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес е ытти енĕпе малта пыракан район ĕçченĕсен питне хĕретет çакă!

Апла пулсан, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан кашни хуçа хăйĕн чысне, çурчĕн, пĕрлехи пурлăхăн ырă малашне (ачасен пуласлăхне эппин!) тытса тăрассине хăйĕн таса тивĕçĕ тесе шутламалла. Ватăсемпе пенсионерсен, чирлисен те пăрăнмалла мар ку яваплăхран. Эсир хывнă укçан саккунпа тивĕçлĕ пайне район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕ каялла тавăрса паратех.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code