Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Çĕнтерỹ списокне уçнă

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пĕлтĕр Раççейри нумай хулари турнирта палăрнă Михаил Миллин кăçалхи çĕнтерỹсен списокне уçнă.

Ăнăçнă вырăн — Волгоград облаçĕнчи Волжск хули. Унти уçă турнира тĕрлĕ регионтан хутшăннă спортсменсем. Елчĕк ачи малтанхи тĕл пулусенче Юсуф Эдильгериев чеченеца, Хамзат Калоев ингуша пĕр пек шутпа (3:0) çĕнтернĕ. Ăмăртăвăн ку пайĕ уншăн хатĕрленỹ тапхăрĕ кăна пулнă-ши? Финалта вăл Волгоград хулинчи Платон Панфиловпа Кирилл Павлеченкăна иккĕшне те 10:0 (!) шутпа парăнтарса ним шанăçсăр хăварнă.

«Тăваттăшĕн финалĕнче»

Республикăра 2007-2008 çулсенче çуралнă арçын ачасен хушшинче «тăваттăшĕн финалĕ» ятпа йĕркеленĕ «Ылтăн шайба» турнирĕ пуçланнă. Унта пĕтĕмпе хуласен 4, ялсен 7 команди хутшăнма тивĕçнĕ.

«В» ушкăна, шăпа янă тăрăх, Елчĕксемпе пĕрле тỹрех Шупашкар хулин виçĕ команди кĕнĕ. Вăйăсем çивĕч иртни çакăнтан та курăнать: пирĕн хоккеистсем «Скала» командăна 4:3 шутпа, «Спартака» овертаймра çĕнтернĕ. Роберт Григорьев ертсе пыракан команда нарăсăн 20-мĕшĕнче малалла тупăшĕ. Финалта çĕнтерекенĕ вара Салават хулинче иртекен Раççей шайĕнчи турнирта вăй виçĕ.

Афганецсене асăнса

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ялти воин-интернационалистсене асăнса черетлĕ хоккей турнирне йĕркеленĕ.

Территори пайĕн администрацийĕ пуçарса янă турнирта округри çамрăксен виçĕ команди — Аслă Елчĕк, Патреккел, Лаш Таяпа спортсменĕсем вăй виçнĕ. Пĕтĕмлетỹ протоколне те çак йĕркепех çырăннă вĕсем. Коллективсене дипломсемпе медальсемсĕр пуçне асăнмалăх парнесемпе те чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code