Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Учитель, фронтовик, общество ĕçченĕ

Учитель, фронтовик, общество ĕçченĕ

Манăн атте — Семен Кириллович Кириллов — çуралнăранпа иртнĕ кунсенче 115 çул çитрĕ. Çавна май ун пурнăçĕнчи хăш-пĕр тапхăра çырса кăтартасшăн.

Атте Вырăскассинче Кирилл Демьяновичпа Анна Даниловна Демьяновсен çемйинче кун çути курнă. Çиччĕмĕш ача. Унăн ашшĕ хуçалăха çирĕп тытса тăракан шутланнă. Амăшĕ вулама та, çырма та пĕлмен, анчах математика ăсталăхĕ аванах пулнă унра. Хушма, кăларма ăсра çăмăлах шутланă. Пир тĕртнĕ чухне мĕн тĕслĕ çип мĕн чухлĕ кирлине шутлама та йывăр пулман. Пир тăрăхне те хăех кумнă. Ырă кăмăллăскер ачисене те, мăнукĕсене те пĕр пек пăхнă. Ăна хисеплени, юратни — вăл каланине итленинче те.

С.Кириллова çемьере те, ялта та Çумкка тесе чĕннĕ. Ашшĕ ăна вĕреннĕ çын пултăр тенине тỹрре кăларнă вăл: 1926-1930 çулсенче Вырăскассинчи пуçламăш шкулта, 1931-1934 çулсенче Курнавăшри ШКМ-ра, 1934-1937 çулсенче Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлỹ илнĕ. Çав çулхинех хамăр районти Шуршури тулли мар вăтам шкулта кĕçĕн классемпе ĕçлеме пуçланă. 1938-1940 çулсенче — Çуткỹлти пуçламăш шкул заведующийĕ тата учителĕ.

1940 çулхи юпа уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайма повестка илнĕ. Ăна ăсатнă чухне вăл вĕрентнĕ ачасем стройпа килнине курсан, вĕсене тăрăшса вĕренме, çĕршыва юрăхлă çын пулма чĕнсе каланă. Кашнине пĕрер тетрадь парнеленĕ. Аван парне шутланнă çакă ун чухне. Асăннă пулăм пирки çулсем иртнĕ май каласа паракансем те пурччĕ.

Атте Бобруйскри авиаци чаçĕнче хĕсметре тăнă. Ялти пĕрремĕш авиатор вăл. Вăрçă пуçланнă кунах тăшмансем аэродрома аркатнă май самолетсене тĕп тунă. Вара вĕсене пехотăна куçарнă. Ун чухне контузи пулнă аттене.

Çапăçусенче тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивнĕ С.Кириллова. Елец хулине, темиçе яла ирĕк кăларнă чухне кăна вăл пулеметчик та, санитар та, санинструктор та. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче мина çывăхра ỹксе çурăлнипе салтак каллех аманать. Госпитальте сипленнĕ хыççăн — каллех çапăçăва: политрук заместителĕ, автоматчиксен взвочĕн командирĕ, диктор.

Çав çулхи утă уйăхĕнче пĕр наступленире питĕ йывăр аманнипе каллех стройран тухать. Тамбов, Орск хулисенче, Таджик, Узбек ССРĕн хулисенчи госпитальсенче сывалма тивнĕ. 1943 çулхи çĕртме уйăхĕнче суранĕсем тỹрленсе çитмесĕрех гвардин старшинине килне янă. 2-мĕш ушкăн инваличĕ пĕр çул Çуткỹлти шкулта ĕçлеме ĕлкĕрет кăна, каллех çара.

Вăрçă хыççăн — тăван шкулах. Унта пĕчĕккисемпех тимлет. 1950 çулсен вĕçнелле 5-7 классенче ĕç урокĕсене ертсе пырать. Семен Кириллович столяр ĕçне те аванах ăнтарса пынă. Ун чухнехи мастерскойри верстаксем, чылай ĕç хатĕрĕ хăй ăсталанисем. Шкул çумĕнчи участокра унăн пуçарăвĕпе çимĕç паракан йывăçсем нумай лартнă. Улмуççисем халĕ те çимĕçĕсене параççĕ-ха, тирек-йăмрасен кашлавĕ те сỹнмен.

1972 çулта С.Кириллов сывлăхĕ япăхланнине пула ĕçлеме пăрахать. Анчах вăл маларах та, кун хыççăн та халăхпа пĕрле пулнă: общество ĕçĕн хастарĕ — «Пĕлỹ» обществăн вырăнти организацийĕн, юлташла суд, ветерансен Канашĕн председателĕ, суйлавсем иртнĕ тапхăрта — çыруçă, хĕрлĕ уявсенче — докладчик. «Коммунизм ялавĕ», «Колхоз ялавĕ» хаçатсен активлă ялкорĕ 51 çул кỹршĕ ялсен, шкулсен историне тĕпченĕ. «Вырăскасси» кĕнеке авторĕ.

Вăл питĕ нумай вуланă. Ял библиотекинче унăн алли витĕр тухман кĕнеке юлман пулĕ. Çакна çирĕплетсе мĕн калас килет? Тишкернĕ кĕнекесен авторне, ятне, страницине çырса пынă. Аннотаципе çырнă 10 хулăн тетрадь халĕ те упранать.

Кĕнеке тусĕ ялти библиотекарьсене пулăшма та именмен. Александр Игнатьева, акă, вулавăш ĕçне мĕнле йĕркелемелли, плансем тумалли пирки кирлĕ кăтартусем сĕннĕ. Александр Всеволодович ялта акатуй ирттеретчĕ, атте вара судья пулса пулăшнă.

Семен Кирилловичăн çичĕ ачинчен 4-шĕ тăван ялтах тĕпленнĕ, вĕсенчен 3-шĕ — механизатор. Кĕçĕнни — Алексей — халĕ те ĕç биографине вĕçлемен-ха. Ăна яваплăрах ĕçсене пурнăçлама шанаççĕ. Вырма тапхăрĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать.

С.Кириллов — III степень Мухтав, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсен кавалерĕ. Шкулта вăй хунă çулсенче «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă.

Семен Кириллович 1992 çулхи пуш уйăхĕнче çĕре кĕчĕ.

Николай КИРИЛЛОВ,
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code