Воскресенье, 29 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1064)

Раççейри чи лайăх çемье

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Уткинсем Раççейри чи лайăх çемьесен шутне кĕнĕ. Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевичăн 12 ача. Вĕсенчен тăххăрăшĕ - усрава илнĕскерсем. Хăйсем çуратнă икĕ хĕрĕ качча тухса ашшĕпе амăшне виçĕ мăнуклă тунă. Виççĕмĕшĕ - ывăл. Каролина Анатольевна хальхи вăхăтра Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Уткинсем ачасене

Подробнее

«Хĕрỹ лини»

Çитес ытларикун, декабрĕн 5-мĕшĕнче, республика прокуратури Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пỹлĕмĕнче коррупцие хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене йышăнас тĕллевпе "хĕрỹ лини" йĕркелеççĕ. (88352) 39-36-81 номерлĕ "хĕрỹ лини" телефонĕ 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Граждансем коррупцие хирĕç кĕрешмелли законодательствăпа çыхăннă ыйтусене пама, çавăн пекех влаç

Подробнее

Çỹхе пăр хăрушă

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхăн уйăхлăхĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - çынсене çỹхе пăр çине кĕме юраманнине аса илтересси. Хальхи вăхăтра юхан шывсем çирĕп шăнса çитеймен, çавăнпа çỹхе пăр çине кĕме хăрушă. Çакна МЧС тытăмĕнче тăрăшакансем республикăри ача сачĕсемпе шкулсенчи уçă уроксенче каласа, инкек пулсан мĕн тумаллине тата çăлав

Подробнее

Юратнă ĕç

Чир-чĕр кĕтмен çĕртен килсе ерет. Пирĕнпе те çаплах килсе тухрĕ. Сасартăк манăн ỹт температури ỹссе кайрĕ. Лиза мăшăрăм та сывах марччĕ. Вăл васкавлă пулăшăва шăнкăравларĕ. Шурă халатлисем нумай кĕттермерĕç, питĕ хăвăрт килсе çитрĕç. Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен Татьяна Мышкина çийĕнчех кирлĕ пулăшу пачĕ. Мăшăрăн сывлăхне тĕрĕслесе уколсем турĕ. Татьяна Валерьевна 1977

Подробнее

Асăрханулăха çухатас марччĕ

Республикăри çул-йĕр çинче инкексем çине-çинех пулаççĕ. Аварире çын вилнĕ е йывăр аманнă тĕслĕхсем те нумай. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Чăваш Ен территорийĕнче автокатастрофăра вилнисен çемйисемпе тăванĕсене вĕсемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Аса илтерсен вырăнлă пулĕ: ноябрĕн 24-мĕшĕнче М-7 автоçул çинче МАЗ тата Опель-Вивора автомашинăсем çапăннă. Аварире

Подробнее

Вăйлă спортсмен, ăста йĕркелỹçĕ

- Мана кире пуканĕ йăтма Анатолий Кондратьев вĕрентнĕ, - тенĕччĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ (маларах председатель пулнă) Юрий Алексеевич Попов Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче хăйĕн призĕсемшĕн тупăшу пынă вăхăтра. - Пысăк тав ăна мана Раççей спорт мастерĕ таран ỹсме пулăшнăшăн! - Ара, эпĕ ăна кăна мар, вун-вун çамрăка спортăн

Подробнее

Ăсталăхпа палăрнă

Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă политика министерстви сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе учрежденисенче ĕçлекенсем хушшинче массăллă спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем министерство ирттернĕ спартакиадăна пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшса 64 команда хушшинче Елчĕксем çиччĕмĕш вырăна тухнă.

Подробнее

Тахçанах кĕтнĕ кăларăм

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ мĕн ĕлĕкренех спортпа туслă. Тĕрлĕ кăтартусем тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех районти хăш-пĕр ялсенче çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе ярăнассипе, волейболла, футболла, лапталла выляссипе пысăках мар ушкăнсем йĕркеленнĕ. Патреккелте вара пултаруллă комсомолецсем пуçарнипе тата ертсе пынипе вăтăрмĕш çулсенчех планеристсен кружокĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçичченех республикипех палăрнă спортсменсем те

Подробнее

Ял хастарĕсем — старостăсем

Районти ялсен старостисем Комсомольски районĕнчи ĕçтешĕсен пĕрлехи слетне хутшăннă. Чи малтанах вĕсем Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ял тăрăхĕ социаллă экономика енчен лайăх аталанать, кунта пурăнакансем ялсен сăн-сăпачĕшăн нумай тăрăшаççĕ. "Хамăр вăйпа пурне те тăваймастпăр, патшалăх программисене хутшăнатпăр, - пĕлтернĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов. - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

Подробнее

Состоялась XXVI Конференция Чувашского регионального отделения Всероссийской политической партии «Единая Россия»

1 декабря Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в XXVI Конференции Чувашского регионального отделения Всероссийской политической партии «Единая Россия».  В работе конференции участвовали Председатель Государственного Совета Чувашской Республики, Председатель Региональной контрольной комиссии Валерий Филимонов, депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации Николай Малов, депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации Леонид Черкесов, советник Департамента по работе

Подробнее