Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1074)

Районăн 90 çулхи юбилейĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура, тĕпрен илсен, эрнекун - ноябрĕн 17-мĕшĕнче уявлама хатĕрленекен районăн 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Оргкомитет йĕркелỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый район

Подробнее

«Ачасем тата çемье»

Республика шайĕнчи "Ачасем тата çемье" акци чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртет. Вунăкунлăхра район администрацийĕн çул çитменнисен тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси тĕрлĕрен ведомство представителĕсемпе пĕрле шкулсенче, йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, ачасен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланаççĕ. Курнавăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем те республикăри акцие хутшăнса анлă стенд хатĕрленĕ. Культура çуртне килекенсем çемьесен сăн

Подробнее

Право пулăшăвĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем хутшăннипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак кун пирĕн районта ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе граждансене 9 сехетрен пуçласа

Подробнее

«Санăн професси суйлавĕ»

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2017 çулхи ноябрĕн 20_24-мĕшĕсенче "Твой выбор профессии" ятпа волонтерсемпе профориентаторсен республикăри акцине йĕркелет. Акцие вĕренекенсене пулас профессине тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ професси çыннисем вĕренекенсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартĕç.

Подробнее

Бюджет пысăкланнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулнă. Улшăнусемпе вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 499,6 миллион тенкĕлĕх пысăкланать, 5,6 процент хушăнса 43690 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă, министр палăртнă тăрăх,

Подробнее

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисем йỹнелнĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медикаментсен хакĕ кăçал 2,4 процент пысăкланнине, çав вăхăтрах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3 процент йỹнелнине пĕлтернĕ. Владимир Викторов грипран, ОРВИ чирĕсенчен хỹтĕленессин хакĕ пирки те сăмах пуçарнă. Вакцинаци - ытахальтен шутласа кăларнă

Подробнее

Халăх фрончĕ кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Раççейшĕн" халăх фрончĕ" общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн конференцийĕ иртнĕ. Ларăва Николай Казаков сопредседатель ертсе пынă. Халăх фрончĕн регион конференцийĕнче РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи хушăвĕсене Чăваш Енре пурнăçлассине сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕле, "Тĕплĕ тасатар", "Халăх фрончĕн çул-йĕр инспекцийĕỸЯпăх çулсен картти", "Пахалăхăн халăх хаклавĕ" проектсемпе килĕшỹллĕн тунă

Подробнее

Ĕçсĕрлĕх хăратмасть

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем валли кăçал пĕтĕмпе 387 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре ĕçсĕррисен шута илнĕ йышĕ 3934 çынпа танлашать, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 4,7 процент. Вакансисен шучĕ те пĕчĕк мар - 17 пин. Ĕç паракансем сĕнекен вăтам шалу - 17,8 пин тенке яхăн.

Подробнее

Опера фестивалĕ

Чỹк уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери Максим Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ иртет. Фестиваль эрнекун "Евгений Онегин" оперăпа уçăлать. Кăçалхи хăйне евĕрлĕх - вырсарникунхи "21-мĕш ĕмĕр тенорĕсем" концерт. Тĕнчери сценăсем çинче чапа тухнă арт-проекта Мускаври тата Европăри паллă та сумлă тенорсем хутшăнаççĕ. Фестиваль чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленет.

Подробнее

Кому достанется квартира: купленная до брака на общие средства?

Что является общим совместным имуществом супругов четко определяет действующее семейное законодательство: все то, что приобретено супругами, состоящими в браке, на общие денежные средства. Вроде бы на первый взгляд все просто и понятно, но как быть, если фактически семейные отношения сложились задолго до заключения брака и договор на покупку квартиры заключен одним

Подробнее