Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 28)

Призерсен йышĕнче

Тутарстанри Зеленодольск хулинче роликлă йĕлтĕрсемпе ярăнакансен уçă чемпионатне йĕркеленĕ. "Маяк" спорт комплексĕнчи ăмăртура пирĕн енчисем те аптăраман. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасен йышĕнче Аслă Елчĕк шкулĕнчи Софья Афанасьева 4,5 километра чупса 3-мĕш вырăна тухнă. Хăнăхман спорт хатĕрĕпе çапла çĕкленни - пысăк çитĕнỹ. Валерия Яковлева чи лайăх вунă атлет йышне кĕни те

Подробнее

Шухăшсем…

Кĕвĕçлĕх чуна кăшлать. Çуркунне - сĕреке, кĕркунне - кĕреке. Шур хут çине çырнине кĕреçепе хырма çук. Муллă çынпа ан тавлаш, вăйлă çынпа ан кĕреш. Малтан ăспа, кайран вăйпа кĕреш. Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă. Кĕртлешекен йытăсенчен пăрăнма хушнă. Çемьесĕр çын шапа калекĕпе ишет, çемьелли - кĕсменпе. Н.ГАВРИЛОВ.

Подробнее

ТОС пуçаруллă пулнăран

Кивĕ Эйпеçĕнче обществăлла хăй тытăмлăх территорийĕ (ТОС) йĕркеленни икĕ çул кăна-ха. Унăн председателĕ Николай Кожевников ертсе пынипе ялта чылай ĕç пурнăçланă. Коллективăн яла хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çыхăннă ĕçĕсем çинчен хаçатра та пĕр хутчен мар çырнă. ТОС Пĕтĕм Раççейри "Сирĕнпе хутшăнмасăр, туссем, ниепле те" проекта хутшăнса президент грантне (307 пин тенкĕ)

Подробнее

Пĕтĕм ĕçе пĕрле

Вăрăмхăвара ялти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пысăк ушкăнпа йĕркелесси ĕлĕкрен пырать. Йывăç лартмалла-и, урамсене е масар таврашне тасатмалла-и - шкул ачи те, шур сухал та айккинче юлмасть. Хальтерех кăна ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткине çыхма та пысăк йыш хутшăннă.

Подробнее

Халăха савăнтарнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта художествăлла пултарулăх коллективĕ 50 вĕренекене тата 30 ытла вĕрентекене пĕрлештерсе тăнă. 1962-1975 çулсенче хорсене шкулта музыка вĕрентекен Петр Иванович Елисеев ертсе пынă. 1979 çултан 2012 çулччен ертỹçĕре Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне пĕтернĕ хыççăн çак шкулта Владимир Нестерович Дергачев тăрăшнă. Вĕрентекенсем

Подробнее

Йывăрлăхсене парăнманскер

Спорта юратасси Витьăн ашшĕнчен - штанга йăтассипе Чăваш Енĕн икĕ хут чемпионĕнчен - Петр Моисеевичран куçнă. Ача яланах асли çумĕнче пулма тăрăшнă, пĕрле тракторпа ĕçленĕ. 1981 çулта вăтам шкула пĕтерсен хулана вĕренме кайма шутлать, анчах ашшĕ чирлекелеме пуçланипе вăл ялтах юлать - "Беларусь" трактора алла илет. Çулталăкран комсомол путевкипе чикĕ хуралне

Подробнее

Чи усăллă апат

Пепкене кăкăр ĕмĕртесси чи тухăçлă майсенчен пĕри шутланать. Ку вăл ача сывлăхне çирĕплетессипе тачă çыхăннă. Çапах та юлашки вăхăтра çĕршывра ултă уйăха çитмен 3 пепкерен 2-шне амăшĕн сĕчĕ тивмест. Кăкăр сĕчĕ пĕчĕк ачашăн чи усăллă апат шутланать. Вăл организма тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Пыршă çулĕн сывă микрофлорне йĕркелеме, çивĕч респираторлă вирус

Подробнее

Юн çăралчĕ

Юн панă хыççăн вăл çăра пулнине, тромб пулас хăрушлăх пуррине пĕлтĕм. Епле упранмалла? Ỹт-тир шуранка та ал-ура сивĕ пулни, пỹрне вĕçĕсем çывăрни - юн çăралнине систерекен паллăсем. Унсăр пуçне вăй çукки, пĕрмаях вĕчĕрхентерни, пуçра-хăлхара шав тăни канăçсăрлантарать. Самăр çынсен, диабетпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе тата усал шыçăпа чирлисен, хирурги операцийĕ тỹссе ирттернисен,

Подробнее

Пурнăçран…

-Тимĕр шапа васкамасть, çавăнпа нумай пурăнать. -Нумаййине хаклама пĕлмеççĕ. -Тăван кил мăрйинчен тухакан тĕтĕм те пылак. -Пурнăçра чи хакли - çемье. Карьера сана килте кĕтмĕ, укçа куççуле шăлса типĕтмĕ, мухтав та каçсерен ыталамĕ. -Тарăхăва тарăхупа тавăрман çын хăйне те, теприне те хăтарать.

Подробнее

Çĕр вырăнне — укçа

Республикăри нумай ачаллă çемьесем тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес вырăнне пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕлĕх тỹлеве илме пултараççĕ. Çакна тăвас тесен çемьен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурăнмалли вырăн çитменнисен черетне тăмалла. 250 пин тенке алăран тыттармаççĕ, ятарлă сертификат параççĕ. Вĕсенчен 276 çемье сертификат укçипе усă курма ĕлкĕрнĕ те, çав шутра 14-шĕ

Подробнее