Пятница, 29 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 57)

Ан улталанăр!

Юлашки вăхăтра чи нумай преступлени мошенниксемпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕрисем преступниксене хăйсем пулăшаççĕ мар-и? Кашни уйăхра 220 миллион тенкĕ ытла çухатни çавăн çинчен калать те. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсен ĕçĕсем çинчен тăтăшах çыраççĕ, кăтартаççĕ, каласа параççĕ. Эпир те, Елчĕкри полици пайĕнче ĕçлекенсем, асăннă темăна кун йĕркинчен кăлармастпăр. Иртнĕ кунсенче Елчĕкри вăтам шкулта

Подробнее

Патриотсем пуртан çĕршыв çирĕп

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкула ачасем çывăхри ялсенчен те вăтам пĕлỹ илме çỹретчĕç. Шкулта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратчĕç, ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттеретчĕç. Ачасене мĕн пĕчĕкренех Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмеллине тĕпе хурса тăрăшатчĕç вĕрентекенсем. Уйрăмах вăл вăхăтра

Подробнее

10 ача амăшĕ

Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах пурăнакан Римма Аркадьевна Васильева пирки пырать ман сăмахăм. Вăрçă пуçланиччен, 1939 çулта çуралса, ачалăхне хаяр вăрçă çулĕсенче ирттерме тỹр килнĕ Римма аппана. Çав çулсенчи йывăр, асаплă пурнăç ĕмĕрлĕхех асра юлнă унăн. Ялти шкула лайăх вĕренсе пĕтерет хĕр. Малаллахи пĕлĕве ỹстерес тесен Аслă Таяпа шкулне каймалла пулнă.

Подробнее

Икĕ вăрçă ветеранĕ

Кашни килте тенĕ пекех çемье архивĕнче кивĕ хутсемпе документсем, сăнỹкерчĕксем упранаççĕ. Вĕсем утса тухнă пурнăç çулне, событисене аса илтереççĕ. Патреккелти Демьян Никифорович Клементьевăн пурăннă çулсенче хăйне евĕрлĕ пĕчĕк архив упраннă. Уяв кунĕсенче унти документсене час-час алла илнĕ вăл. Уйрăмах Демьян красноармеец кĕнекине куç пек упранă. 1935 çулта кĕçĕн командирсем хатĕрлекен

Подробнее

Ашшĕпе ывăлĕ те фашиста хирĕç çапăçнă

Вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăмăрта текех çук ĕнтĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ пирки аса илĕвĕсем каласа параççĕ. Елчĕк ялĕнче пурăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ - иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ пулнă Владимир Васильевич Емельянов вăрçă çулĕсене çапларах аса илнĕ: "Мана 1942 çулхи августăн 13-мĕшĕнче çара илчĕç. Эпĕ ун чухне Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнче виççĕмĕш

Подробнее

Кандидат нормативне тултарнă

Канаш округĕнчи Аслă Пикшикри спорт шкулĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирĕ иртнĕ. Елчĕк округĕн чысне унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Денис Иванов хỹтĕленĕ. Ăнăçлă та! 71 килограма çитичченхи виçере вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă.

Подробнее

Иккĕмĕш вырăнта

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кăçалхи I кварталти рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Ăна тăхăр кăтартăва пăхса хакланă, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсене те шута илнĕ. Пирĕн округ, Каçалсем хыççăн, 2-мĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш - Тăвайсем. Вĕсем 2023 çула та çак йĕркепех вĕçленĕччĕ.

Подробнее

Конкурс иртнĕ

Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкĕсене, иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ Чăваш чĕлхин кунне халалласа тĕп библиотекăра И.Я.Яковлев тата Г.Н.Волков çырнă калавсем тăрăх "Чăвашри ачалăх тĕнчи" ятпа инсценировкăсен конкурсĕ иртнĕ. Унта шкул çулне çитмен тата шкулта вĕренекен ача-пăча хутшăннă. Ку чухне вĕсен чăвашла лайăх калаçма

Подробнее

Кто, если не мы

Маскировочная сеть – это уникальное укрытие на поле боя. Ведь именно им можно надежно укрыть не только отдельные единицы техники, но и полевой штаб. Сети становятся настоящим амулетом  для солдат, но они быстро приходят в негодность а потому постоянно нужны новые его запасы. 7 мая жители, и стар и млад (более

Подробнее

Тивĕçлисене — чыс-хисеп

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу кăмăллă самантран пуçланчĕ. Леонард Васильевич пуçтарăннисене Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те çитĕнỹсем сунчĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата вырăнти

Подробнее