Пятница, 17 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 763)

Глава Чувашской Республики: «Физкультура и спорт – приоритетное направление государственной социальной политики»

1 апреля Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел еженедельное совещание с членами Правительства республики, руководителями территориальных федеральных органов власти и ряда городских округов. Предваряя обсуждение вопросов повестки дня, руководитель региона рассказал о решениях, принятых на заседаниях рабочих групп Государственного совета Российской Федерации, в работе которых Глава Чувашии участвовал на прошлой неделе. Михаил Игнатьев проинформировал, что в

Подробнее

Тĕллев – акана инкексĕр ирттересси

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн автомашинăпа трактор паркĕнче ĕнер пĕр харăсах икĕ комисси пулса курнă: акана хутшăнакан агрегатсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси иртнĕ, уй-хирти ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле илсен мĕнле хатĕрленнине хак панă. Апла пулин те çын пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă инкек-синкекпе тĕл пуласран асăрханассипе, вĕсене сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисене тивĕçлипе

Подробнее

Профессионалсен йышĕ ÿссех пырать

Виçĕмкун районти педагогсемпе воспитательсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри искусство шкулĕнчен хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ытти чухнехинчен хитре те капăр çи-пуçпа, чĕрĕ чечек çыххисемпе тухнине район центрĕнче пурăнакансем ăмсанса та пăхрĕç. Педагогика ĕçченĕсен мĕнле уяв-ши тесе пуçĕсене çавăрттаракансем те тупăнчĕç пулинех. Вĕрентекенсен чăннипех те календарьте палăртман, çапах та пысăк пĕлтерĕшлĕ уява савăнăçлă

Подробнее

Фестиваль-конкурсра

Районта пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалланă «Театр тĕнчинче» фестиваль-конкурс иртнĕ. Пухăннисене культура ĕçченĕсен тата театр кунĕсем ячĕпе район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева саламланă. Районти культура учрежденийĕсен çумĕнче 40 театр коллективĕ шутланса тăрать. Унта 600 çынна яхăн çÿрет. Ырă йăлана кĕнĕ фестиваль-конкурса хутшăннă ялти артистсем чи малтанах хăйсен пултарулăхне

Подробнее

Ял çыннисене ăнлантараççĕ

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче телекурав çĕнĕ меслет – цифрăллă технологи – çине куçĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕллевпе ялсенче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. Çак тĕллевпе куракансене кирлĕ оборудованисене вырнаçтарма пулăшас, патшалăх программипе килĕшÿллĕн цифрăллă телекурав çăмăллăхне ăнлантарас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче ятарласа вĕрентнĕ волонтерсем ĕçлеççĕ. Ятарлă ушкăн хуçалăхсене çитсе цифрăллă телеэфир стандартне

Подробнее

Депутатсем канашланă

Ĕнер районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Ираида Васильева ертсе пынă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Кун йĕркине сакăр ыйту кĕртнĕ. Чи малтанах районăн кăçалхи тата çитес çулсенчи планри бюджечĕ пирки

Подробнее

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

Нумай ачаллă çемьесем тимлĕхре Районта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем параççĕ. Çак документ вĕсене культура учрежденийĕсемпе физкультурăпа спорт организацийĕсене, кану паркĕсемпе выставкăсене çăмăллăхлă условисемпе çÿреме май парать. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра 117 çемье удостоверени илес тесе заявлени çырнă. Вĕсенчен 62-шне документсене савăнăçлă лару-тăрура панă.   «Ют

Подробнее

Республика хыпарĕсем

Балет уявĕ уçăлать Апрелĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ уçăлать. Программăн кăçалхи уйрăмлăхĕсем çинчен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи Д.Салимбаев каласа панă. Вăл фестиваль «Аттила» спектакльпе уçăлнине пĕлтернĕ. Ачасем валли те уйрăм спектакльсем кăтартма палăртнă. Фестивале сумлă хăнасене те чĕннĕ.   Çĕнĕ проект Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Ен тĕп хули 550 çул

Подробнее

Килĕшÿллĕ, ĕçчен çемье

Кушкăра пурăнакан Светлана Александровнăпа Юрий Петрович Бариновсем ĕçчен те харсăр пулнипе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннипе палăрса тăраççĕ. Ял-йыш хушшинче те ырă ятлă вĕсем. Çăмăл пулмарĕ Юрккана пурнăç тума. Ашшĕ, Петр Павлович, 44 çултах çĕре кĕчĕ. Амăшĕ, Çерук инке, тăватă пĕчĕк ывăлпа тăрса юлчĕ. Çапах пуçне усмарĕ вăл. Пĕччен хĕрарăм упăшки малтанах хатĕрлесе

Подробнее

Электронлă регистратура

Тухтăр патĕнче йышăнура пулас тесе больницăсемпе поликлиникăсенче вăрăм черете тăрса хаклă вăхăта ирттересси малашне вуçех манăçа тухĕ. Мĕншĕн тесен ку чухне Раççей территорийĕнче пурăнакан нумай çын усăллă та тухăçлă мелпе – электронлă регистратура пулăшăвĕпе усă курма пултарнине пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра электронлă регистраци урлă тухтăр патне йышăнăва çырăнас тесен Патшалăх пулăшăвĕсем сервисра

Подробнее