Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Балет уявĕ уçăлать

Апрелĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ уçăлать.

Программăн кăçалхи уйрăмлăхĕсем çинчен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи Д.Салимбаев каласа панă. Вăл фестиваль «Аттила» спектакльпе уçăлнине пĕлтернĕ. Ачасем валли те уйрăм спектакльсем кăтартма палăртнă. Фестивале сумлă хăнасене те чĕннĕ.

 

Çĕнĕ проект

Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнине халалласа «Волонтерсем-экскурсоводсем» çĕнĕ проект пурнăçа кĕртет, хастар çамрăксене унта хутшăнма йыхравлать.

Проекта хутшăнакансен 16 çултан аслăрах пулмалла. Вĕсене хула çыннисемпе хăнасене экскурсисем ирттерме хатĕрлĕç. Ыйтусене апрелĕн 3-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

 

Хăйне евĕр операци

Республикăри онкологсем хăйне евĕр операци ирттернĕ: чĕлхе тымарĕнчи усал шыççа касса илнĕ.

Ку – сайра тĕл пулакан амак. Юлашки 25 çулта Чăваш Енре унашкал 3 тĕслĕх тупса палăртнă.

 

Сусăрсем те пурнăçлĕç

Кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа сусăрсен те ГТО нормативĕсене пурнăçлама май пулĕ.

Çапла пĕлтернĕ РФ спорт министрĕ Павел Колобков. Нормативсене Санкт-Петербургри физкультурăпа спорт, сывлăх наци патшалăх университетĕнчи специалистсем хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code