Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 8)

Тỹскел ялĕнче çул çĕнелчĕ

Республикăри пуçару бюджечĕн, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе проектсем - тăван тăрăха аталанма пулăшакан çул-йĕр. Кирек мĕнле ĕçе те ялта пурăнакансем кар тăрса хутшăнни, пĕр-пĕрин шухăшне ырласа йышăнни шăпах тăван тăрăхра ырă улшăнусем тума, хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшать. Çакна шута илсе эпир çулталăкра темиçе хутчен те ял

Подробнее

Хуçалăх ĕçне парăннă

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Крысовсем - манăн мăн асатте - Никандр Семенович, асатте - Федор Никандрович, атте - Николай Федорович, аттен тетĕшĕ - Владимир Федорович - тăваттăшĕ те механизаторсем, чун-чĕрисемпе хуçалăх ĕçне парăннă çынсем… Мăн асаттене, паллах, эпĕ астумастăп ĕнтĕ. Асатте вара нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те вăл мана

Подробнее

Елчĕк пики — СВОра

Александра Юрьевнăн хĕр чухнехи хушамачĕ Киргизова. Вăл Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче Юрий Петровичпа Ирина Владимировна Киргизовсен çемйинче çуралнă, иккĕмĕш ача. Шкула кайиччен Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялне куçса килнĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çак ялта иртнĕ. Ял çыннисем ăна юратса Соня тесе чĕнеççĕ. Энтепери тĕп шкулта, Кушкăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Шкулта вĕреннĕ

Подробнее

«Цифра урокĕ» йыхравлать

Пĕтĕм Раççейри "Цифра урокĕ" вĕренỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче хăйне евĕрлĕ - "Хушма лавкка" ятпа VK компанийĕн мероприятийĕсем иртеççĕ. Коммерциллĕ мар "Цифра экономики" автономлă организаципе пĕрле Раççей Цифра министерстви тата Раççей Çут ĕç министерстви йĕркелекен проектра 1-4, 5-9, 10-11 классенче вĕренекенсем тĕрĕслеме пултараççĕ хăйсене. Унта хутшăнас тесен "Цифра урокĕ"

Подробнее

Автобус çула тухрĕ

Муниципалитет хушшинчи маршрутпа çула тухакансемшĕн ырă хыпар: ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçласа "Елчĕк - Лаш Таяпа - Шăмалак" маршрутпа 156-мĕш номерлĕ автобус пассажирсене турттарма тытăннă. Çак ыйту ялсенче пурăнакансемшĕн, чăннипех, çивĕч тăнă. Округ администрацийĕ çынсен ыйтăвне вĕсем майлă татса пама хутшăннă анчах мар, маршрута йĕркелеме каякан тăкаксен пĕр пайне округ бюджетĕнчен саплаштарма та

Подробнее

Черетлĕ кĕнеке хăтлавĕ

Елчĕкри тĕп вулавăшра Кушкă ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан паллă журналистăн, художникăн, режиссерăн Владимир Петрович Галошевăн "Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял" черетлĕ кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Тĕл пулăва Владимир Галошев автор, округри тавра пĕлỹçĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, чăваш чĕлхи учителĕсем хутшăнчĕç. Кĕнекере Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи 10 ял çинчен каласа панă. Вунă

Подробнее

Иккĕмĕш хут

"Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн чи лайăх спортсменĕ -2024" рейтинга пĕтĕмлетнĕ. Сумлă ята, палăртма кăмăллă, Кавал хĕрĕ София Соловьева (тренерĕ - Олег Федоров) тивĕçнĕ. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенскер кăçал округри, регионти ăмăртусенче пуринче те çĕнтерỹçĕ пулнă. Çапла майпа вăл пĕлтĕрхи çитĕнĕве çирĕплетнĕ.

Подробнее

Хусанта çĕнтернĕ

Тутарстанăн тĕп хулинче иртнĕ кире пуканçăсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕнче Чăваш Енĕн вăйлă атлечĕсем те тупăшнă. Пĕрлештернĕ командăн членĕ Александр Константинов (Тăрăм) спорт мастерĕ хăйĕн виçинче вăрăм циклта ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.

Подробнее

Кăçал — кĕмĕл

Челябинск хулинче регбол енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. 26-мĕш тĕл пулура кил хуçисемпе пĕрле Красноярск, Новосибирск, Ростов, Пермь, Омск тата Чăваш Ен командисем вăй виçнĕ. Баскетбол тата кĕрешỹ спорчĕсен хутăшла вăййине ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса йĕркеленĕ. Çивĕч кĕрешỹре пирĕннисем финалта Красноярск крайĕн спортсменĕсене выляса янă, 3-мĕш вырăнта - Новосибирецсем. Тăван

Подробнее

Уявран ят-сумпа таврăннă

Юнкун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри аграрисене професси уявĕ ячĕпе сумлă лару-тăрура чысланă. Унта округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе Елчĕк тăрăхĕн сумлă делегацийĕ те хутшăннă. Ял хуçалăх отраслĕ Елчĕк муниципалитет округĕнчи экономика аталанăвĕнчи тĕп шăнăр пулса тăрать. Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма пултарни, производствăн кашни участокне шанчăклă тата ăста

Подробнее