Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 7)

«Карт çырăвĕ»

Аслă Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсен чăваш литератури урокĕ чăн-чăн тĕпчев тата пултарулăх кĕтесĕ пек иртнĕ: асаттесен чи пысăк вăрттăнлăхĕсенчен пĕринпе - рунă çырулăхĕпе паллашнă. Вĕсем ахаль паллăсем çеç мар. Ку пирĕн халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, тĕнче курăмĕ тата чун ăшши. Кашни йĕр хыççăн хăйне евĕрлĕ вăрттăнлăх, ырă суннине тата вăй

Подробнее

«Юрă-кĕвĕ çунат хуштăр»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем хыççăн юрă-кĕвĕ уйĕнче Виталий Адюков ячĕ янăраса тăратчĕ. Вăл юрлакан "Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр", "Аттепе анне пулсассăн…", "Сивĕтессе пĕлнĕ пулсан", "Утмăлтурат" юрăсене радиопа тăтăшах паратчĕç. Халăхра та анлă сарăлнăччĕ вĕсем. Асăрханă-и, юрă сăввисен авторне чылай чухне асăнмаççĕ те. Виталий Ивановичпа пĕр "кимĕре ишекенĕ" вара Аслă Елчĕк ачиех

Подробнее

Вĕренме чĕнеççĕ

Кадрсене хатĕрлес енĕпе тимлекен "Работа России" центр ĕçсĕр çынсене вĕрентес тĕллевпе ушкăн пухассине пĕлтерет. Кунта 4-мĕш разрядлă хуралçăн, делопроизводство, программăпа йĕркелесе пыракан станоксен операторĕн, 1С программăпа ĕçлекенĕн специальноçĕсене алла илме май пулĕ. Тĕплĕнрех Елчĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центра 8 (83549) 2-51-67 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Е.ЖУКОВА.

Подробнее

Налук ыйтăвĕпе

Иртнĕ çулшăн налук тỹлес тапхăр çывхарса пырать. Çавна май налук ĕçченĕсем Елчĕкри нумай функциллĕ центрта час-час пулса граждансене йышăнаççĕ. Тĕп калаçу налук тỹлесси тавра пырĕ. Çакăн пек черетлĕ тĕл пулу НФЦра сентябрĕн 28-мĕшĕнче иртет. Л.ВИКТОРОВА.

Подробнее

Экскурсире

Хальхи вăхăтра шкул ачисене аталанма услови çителĕклĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕ маншăн тĕрлĕ пулăмпа асра юлчĕ. Май уйăхĕн 9-16-мĕшĕсенче эпĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ирттерекен "Пултарулăх тĕнчи" проекта хутшăнтăм. Çĕнтерỹçĕсене Беларуç Республикине курма илсе кайрĕç. Чăваш Енрен пурĕ 70 ача хутшăнтăмăр çул çỹреве. Экскурси маршручĕ питĕ пуян пулчĕ. Çул çỹреве йĕркелекенсене пысăк тав

Подробнее

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информацирен:

Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 19118,78 гектар çинчен (84,5 процент) пухса кĕртнĕ. "Сатурн", "Рассвет", "Победа", "АСК-Яльчики", "Авангард" организацисенче, С.В.Чернов, В.Г.Васильев, В.П.Смирнов, А.В.Филиппов Х(Ф)Хсенче асăннă ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 38,6 центнерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен сĕлĕ (44,8 ц), тулă

Подробнее

Кăçал тухăç пĕчĕкрех

Сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăра 564 гектар çинчен севок пухса кĕртнĕ. Çав шутра Патăрьелсен - 525 гектар, Елчĕксен - 27, Тăвайсен - 3, Шăмăршăсен - 9. Республикипе 6677 тонна пухса кĕртнĕ (çулталăк каялла 6183 т). Кашни гектартан вăтам тухăç 118,4 центнер, 2025 çулхи палăртнă кун тĕлне 161,8 ц пулнă. - Кăçал пуçтарса илме

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчи 171-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Арсений КУЛЬМАКОВПА Тимофей АНТОНОВ тата Богдан КАЗНАЧЕЕВПА Артур ТИМАГИН (тренерĕсем - С.В.Александров, М.Н.Немцева) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен наци спорт кĕрешĕвĕн вăййисенче çĕнтерỹçĕсен тата призерсен йышне кĕнĕ.

Подробнее

Проектсемшĕн сасăлар

Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен 2027 çулхи проектсемшĕн сасăласси пырать. "Ниме - халăх бюджечĕ" программа тивлечĕпе 2017 çултанпа республикăра 9000 ытла проект пурнăçланнă. Кăçал онлайн-сасăлава 1260 ытла пуçару - обществăлла вырăнсемпе çул-йĕре юсассинчен тытăнса ача-пăча тата спорт площадкисем тăвасси таранах - кĕртнĕ. Сасăлав "Чувашия онлайн" порталта пырать. Унта 18 çула çитичченхи граждансем

Подробнее

Ырă малашлăхшăн

Ватта сума сăвакан -Хăй те ырă куракан.Ватă çын - тăватă çын,Çирĕп ăс-тăн паракан. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи 90 çулхи Лидия Карчиковăпа Аполлинария Андреева çулне кура мар харсăр. Обществăлла ĕçре те хастар вĕсем, çамрăксене ырă-канаш-сĕнỹпе пулăшсах пыраççĕ. Ватăсем иртнĕ суйлав кунĕсенче культура çуртне хăйсемех килме кăмăл тунă, ырă малашлăхшăн суйланă. - Эпĕ пурнăç лайăхлансах

Подробнее