Мĕнле кăна чăтать-ши çĕр-аннемĕр?
Енчен те калаçма пĕлнĕ пулсассăн,Мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши çĕр-анне?Малтан сывлатчĕ пулĕ ассăн-ассăнКăшт сĕртĕнсе суранлă кăкăрне. Унтан вăл пăхĕччĕ пĕр васкамасăрЙĕри-тавра хăрушшăн чĕтренсе,Кăшкăрĕччĕ пит хытă, тарăхса-тăр,Вĕри куççỹлĕ витĕр вăл йĕрсе. "Çынсем, мĕскер çитменшĕн çапăçатăр?!Мĕн-ма-ши вĕлеретĕр пĕр-пĕрне?!Вататăр, амантатăр, çунтаратăр,Тискерлететĕр мĕншĕн çĕр питне?!Пĕлеп, Раççей салтакĕ сăмах панăХỹтĕлемешкĕн хамăр çĕрсене!Тăшмансене вара кам ирĕк панăТатмашкăн мирлĕ халăх шăпине?! Тархасшăн,
Подробнее
