Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 5)

Прицепсем те кирлĕ

Канашра прицеп техники хатĕрлекен "Астра" предприяти хута кайнă. Кунта çăмăл автомобильсем турттармалли çурма прицепсем тата пысăк габаритлă строительство конструкцийĕсем турттармалли панелевозсем туса кăлараççĕ. Производство площадкине çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарĕç, ĕçсен пĕр пайне роботсем пурнăçлĕç. Тĕллев - çулталăкра 500 таран çурма прицеп туса кăларасси.

Подробнее

Çĕнĕ авиарейс уçăлнă

Шупашкартан Сухум хулине (Абхази) кĕçех самолет вĕçме тытăнĕ. Ку çĕнĕлĕх октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Авиарейссене "Нордвинд" компани эрнере пĕр хутчен пурнăçлĕ - кĕçнерникунсерен 20 сехет те 15 минутра. Билетсене сутма тытăннă ĕнтĕ. Вĕçев программине хальлĕхе октябрь уйăхĕ валли хатĕрленĕ.

Подробнее

Чи пултаруллисене

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ регионăн "Ял управçи" премине пама тытăнассине пĕлтернĕ. Ăна агропромышленность комплексĕпе ялăн социаллă сферине пысăк тỹпе хывнă пултаруллă хĕрарăмсем, çав шутра ялсене аталантарассишĕн пуçару тунисем, тивĕçĕç. Премие ялсенче пурăнакансен ĕçне сумлас, вĕсене аталантарассишĕн нумай тăрăшнă хĕрарăмсене хавхалантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ. Конкурса ял территорийĕсен администрацийĕсем хутшăнаççĕ.

Подробнее

Лайăххисен шутĕнче

Çĕрпỹ округĕн "Йăла-йĕркен чĕрĕ çиппи" проекчĕ Пĕтĕм Раççейри ялсенчи культура çурчĕсен чи лайăх практикисен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ку проект Çĕрпỹри Тихвин ярмăрккине аталантарассипе çыхăннă. Конкурса пĕтĕм çĕршыври 79 регионтан 500-е яхăн заявка тăратнă. Унăн тĕллевĕ - йăла-йĕркене упраса хăварасси, округăн культура еткерлĕхне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемшĕн тата кăсăклăрах тăвасси. Экспертсем Çĕрпỹ округĕн проектне

Подробнее

Новый порядок представления уведомлений

Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике напоминает, что с 1 сентября 2026 года действует новый порядок представления уведомлений об исчисленных суммах НДФЛ и страховых взносов. Вводится так называемое предварительное или авансовое уведомление об исчисленных суммах НДФЛ и страховых взносов. Теперь работодатели смогут заранее подать уведомления об исчисленных суммах НДФЛ и

Подробнее

Акатуйра

Елчĕк ялĕн стадионĕнче "çĕнетỹ" тапхăрĕнчи Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пырать. Сцена çинче Патреккел шкулĕнчи пионерсен хорĕ "Пусть всегда будет солнце" юрра шăрантарать. Баянисчĕ - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов. Владимир Московскин (Акчел) çемье архивĕнчи 1987 çулхи сăн ỹкерчĕкĕ.

Подробнее

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

Елчĕк округĕнчи Сăрьел ялĕнче çуралса ỹснĕ Бари Юсупова 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче повестка парса çар комиссариатне чĕнтернĕ. Анчах та ăна малтанлăха ĕçрен ярасшăн пулман, çавна май вăл вăрçа 1942 çулхи март уйăхĕнче кайнă. Бари Юсупович, 1903 çулта кун çути курнăскер, ялти шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Педагогсем питĕ лайăх пулнăран вăл кириллица, араб

Подробнее

Çапăçура палăрнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн ентешсем пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне, çамрăклăхне, вăй-халне шеллемен. Вĕсенчен пĕри - Тĕмер ялĕн арĕ Илья Васильевич Васильев пулнă. Вăл 1915 çулта çуралнă. 1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çар службинче тăнă, артиллерист пулнă. Салтакран килсен нумаях та вăхăт иртмен - 1941 çулхи июнĕн

Подробнее

Турă, пулăшсам

Çылăхпа эп килтĕм çĕр çине,Такăрлатрăм пурнăçăн çулне.Çамрăк чух пĕлмерĕм ỹкĕнме,Халь йĕретĕп çутă куççульпе. Вĕçсĕр пек туяттăм ĕмĕре,Çук, пĕлмен, паллах, чир-чĕр мĕнне.Каçару ыйтма таçтан пĕрре,Çỹренĕ сайра Турă çуртне. Пĕр Турă пире манса каймасть,Пурăнма çăкăр-тăвар парать.Хăй ятне аса илсе тăма,Ярать хуйхă ỹкĕнсе йĕме. Ватăлсан ыйтатпăр сывлăха,Тăсас тетпĕр хамăр кун-çула.Вилĕме ан яр, кăштах тăхта,Вăхăт пар çылăхран

Подробнее

Утатпăр малалла

Юрламасть сар кайăк,Авăтмасть куккук.Чунăмра ман тунсăх,Савăнăç тек çук. Хăвăрт шуса иртрĕç,Яшлăхри кунсем.Ас илỹ хăварчĕç,Ытарми кунсем. Тĕл пулу шыратпăр,Хамăр туссемпе.Шăнкăрав яратпăрПĕлĕш-тĕрĕше. Сассине илтсессĕнХĕпĕртет ман чун."Вăл тек çук", - тесессĕнТĕксĕмленчĕ кун. Çухалса пыратпăрÇĕр çинчен куллен.Малалла утатпăрПур пĕрех хуллен. Зинаида ПОРТНОВА.

Подробнее