Енчен те калаçма пĕлнĕ пулсассăн,
Мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши çĕр-анне?
Малтан сывлатчĕ пулĕ ассăн-ассăн
Кăшт сĕртĕнсе суранлă кăкăрне.
Унтан вăл пăхĕччĕ пĕр васкамасăр
Йĕри-тавра хăрушшăн чĕтренсе,
Кăшкăрĕччĕ пит хытă, тарăхса-тăр,
Вĕри куççỹлĕ витĕр вăл йĕрсе.
«Çынсем, мĕскер çитменшĕн çапăçатăр?!
Мĕн-ма-ши вĕлеретĕр пĕр-пĕрне?!
Вататăр, амантатăр, çунтаратăр,
Тискерлететĕр мĕншĕн çĕр питне?!
Пĕлеп, Раççей салтакĕ сăмах панă
Хỹтĕлемешкĕн хамăр çĕрсене!
Тăшмансене вара кам ирĕк панă
Татмашкăн мирлĕ халăх шăпине?!
Тархасшăн, тăна кĕрĕр! Пурăнасчĕ
Ĕлĕкхи евĕр пĕр çемьери пек!
Тăкаклă та хăруш вăрçа чарасчĕ!
Çитет кĕç çĕнтерỹ! Эпĕ пĕлеп!»
Мĕнле кăна чăтать-ши çĕр-аннемĕр?
Мĕн чул суран ун кăкăрĕ çинче.
Этем вара хăварĕ ĕмĕр-ĕмĕр
Çак вăрçă кунĕсе хăй асĕнче.
Галина ВАСИЛЬЕВА. Тип Тимеш ялĕ.

