Республикăра 2025 çулта «Агромотиваторăн» хушма конкурсне ирттерме палăртнă.
Республикăн Ял хуçалăх министерстви ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата СВО ветеранĕсене, агропромра бизнес йĕркелеме тĕллев лартнăскерсене, пулăшмалли «Агромотиватор» грантăн чи пысăк виçине çирĕплетнĕ. Вăл 5 миллион тенкĕпе танлашать. Ăна тивĕçес тесен хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелемелле, унăн пуçлăхĕ е уйрăм предприниматель пулмалла.
Палăртнă 5 миллион тенке хресчен (фермер) хуçалăхĕ е уйрăм предприятие аталантарма, çав шутра производство йышăнакан çурт-йĕр тата складсем тума, вĕсене юсама, модернизацилеме, вĕсем патне коммуникацисем çитерме, выльăх-чĕрлĕх (сыснасăр пуçне), кайăк-кĕшĕк, нумай çул ỹсекен ỹсен-тăран, çав шутра иçĕм çырли, хăмла çырли тата ытти культура, туянма явăçтармалла.

