Понедельник, 30 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 880)

Тĕрĕс апатланасчĕ

Çирĕп сывлăхлă та хитре пулни тĕрĕс апатланнинчен те килет. Çакăн пек чухне çын хăйне вăйлă туять. Апла пулсан кун йĕркине мĕнле тытса пымалла-ха? Апата 4-5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, кахал апачĕ, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле. Апата кашни кун

Подробнее

Район чи малта

Чăваш Енри Спорт министерстви Пĕтĕм Раççейри «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне пурнăçа кĕртессипе регионти муниципаллă тата хула округĕсенчи тăхăр уйăхри рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Виçĕ квартал кăтартăвĕсемпе муниципалитетсенче ГТОна ĕçе кĕртессипе Елчĕк районĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. 2015 çултанпа районти 3322 çын, кăçал кăна 556, ГТО нормисене пурнăçланă, вĕсенчен 296-шĕ ылтăн паллăна

Подробнее

Шикленсе ÿкер мар…

Чÿк уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче район территорийĕнче командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет. Районти пĕтĕм служба – медицинăпа ветеринари, пушар хуралĕпе çыхăну, газ тата коммуналлă хуçалăхăн, полици, çул-йĕрпе электричество сечĕн, ăшăпа тивĕçтерекен, санитарипе эвакуаци, куçса çÿрекен апат пункчĕсен, техногенлă лару-тăрăва лекнисен тумтирĕпе транспортне сиенсĕрлетессипе тимлекенсем, административлă органсем хутшăннипе иртекен çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти районта пурăнакансемшĕн кĕтменлĕх

Подробнее

Район пурнăçĕ

Ача сачĕ çĕнелет Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа унăн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчи юсав ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Кăçал ача сачĕ курăмлă юсав ĕçĕсем пуçарнă. Малтанхи тапхăрта «Алекс» ООО строителĕсем 18 чÿречене пластиклипе улăштарнă. Хальхи вăхăтра кунта хĕрÿ ĕç пырать. «Великий лес» ООО строительсен бригади ытти

Подробнее

Килĕшÿре – вăй

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшÿ упраннин палли. 2004 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «Çар Мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çав улшăнусенчен пĕри – асăннă çĕнĕ уява ирттерме йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна – чÿк уйăхĕн 7-мĕшне /çак кун Килĕшÿпе

Подробнее

Çăмăлттайлăха каçармасть

Республикăра ВИЧ-инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланас ыйтусемпе çыхăннă Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ертсе пынă. Патшалăх Стратегийĕн тĕп задачисенчен пĕри çĕршывра 2020 çул тĕлне ВИЧ-инфекцийĕпе чирлекенсен тата вилекенсен йышне чакарасси пулса тăрать. Патшалăх Стратегине пурнăçа кĕртес тĕллевпе республикăра курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çак хăрушă вируспа чирлĕ

Подробнее

Мĕн вăл остеопороз?

Нумаях пулмасть остеопороз чирĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун иртрĕ. Ăна 1997 çултан паллă тăваççĕ. Мĕн хистенĕ-ха ăна ятарласа паллă тума? Çак чир тĕнчипе питĕ çивĕч чирсен шутне кĕнĕ. Ун серепине лекекенсен йышĕ çулран-çул йышлансах пырать. Эпир пурте лайăх пĕлетпĕр, юлашки çулсенче халăхăн пурăнас кун-çулĕ вăрăмланчĕ. Куншăн савăнмалла кăна-ха. Çав вăхăтрах хальччен пĕлтерĕшлĕ

Подробнее

Сывă пепке çуратас тесессĕн

Анне телейне кашни хĕрарăм курма ĕмĕтленет. Анчах çут ĕмĕте тепĕр чухне ачан хавшак сывлăхĕ тĕксĕмлетет. Çулсерен чирлĕ ачасем çурални вăрттăнлăхра мар ĕнтĕ. Пепке чирлĕ е сывă çураласси çут çанталăкран, пирĕн пурнăç йĕркинчен нумай килет. Чылай чухне вĕсем кÿрекен хăрушлăх пирки пĕлместпĕр те, шухăшламастпăр та. Уйрăмах витĕмлĕ сăлтавсем: хĕрарăм миçере пулни, тухтăр

Подробнее

Йывăрлăха лексен – пулăшатпăр

Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем хушшинче эрех-сăра авăрне лекнине, аслисем хыççăн кайса преступлени тунине пĕрре мар асăрхатăн. Мĕнре-ши сăлтавĕ; Паллах, воспитанире. «Ача-пăча ырра курсан ырă, усала курсан усал пулать», – тесе каланă ваттисем. Ача çемьере пурнăçăн пĕрремĕш опытне пухать, хăй çуралнă кĕтесе упрама вĕренет, тăван тавралăх илемне туять... Килти тĕрĕс

Подробнее

Вĕренÿре те маттур, спортпа та туслă

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ачасем вĕренÿре малта пынипе пĕрлех физкультурăпа та туслă. В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче шăпах шкулти маттур спортсменсем – Андрей Петров, Анастасия Демьянова, Иван Смирнов тата Иван Локачев. Тăваттăшĕ те тĕрлĕ предметсен олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче шкул чысне çÿле çĕклеççĕ.

Подробнее