Понедельник, 30 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 883)

Юратнă ĕç хавхалану кÿрет

Автомобилист кунне пирĕн çĕршывра 1976 çултанпа паллă тăваççĕ. Октябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче /кăçал октябрĕн 28-мĕшĕнче/ уявлаççĕ ăна. «Прогресс» хуçалăхра 1983 çултанпа водительте, 2000 çултанпа гараж заведующийĕнче тăрăшакан Геннадий Крылов, 20 çул ытла водительте вăй хуракан Николай Романовпа Александр Егоров хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлласа пурнăçлаççĕ. Юратнă професси хавхалану кÿнине палăртаççĕ вĕсем.

Подробнее

Çунатлă çамрăклăх асрах

Комсомол тесен манăн чун-чĕрем халĕ те мăнаçланать, çунатланать, мĕншĕн тесен вăл пире пур çĕрте те яланах малти ретре пулма чĕннĕ, хистенĕ, хавхалантарнă, пархатарлă ĕçре, пурнăçра кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, ватă çынсене хисеплеме, пулăшма, таса чунлă, сăпайлă, тăрăшуллă пулма, туслăха хаклама, Тăван çĕршыва юратма, уншăн тăрăшса вăй хума вĕрентнĕ. Паянхи кун пек

Подробнее

«Тĕнчери мĕнпур пуянлăх вăл – анне»

– тет чăваш эстрада юрăçи Юрий Кашкăр. Темиçе çул каялла районти Акатуя хăйĕн юррисемпе савăнтарма килнĕ Юрий Кашкăра çĕр ĕçченĕсен чи паллă уявне хаклама ыйтнăччĕ. Кĕске калаçурах вăл харсăр Елчĕк халăхĕ мухтавлă ĕçĕсемпе палăрнăшăн мăнаçланнине хăпартланса палăртрĕ. Çамрăк юрăç-композитор тăван ене, унăн çыннисене пысăка хурса хаклани чуна ăшăтрĕ ун чухне. Унтанпа вăхăт

Подробнее

Телемедицина – яланах тухтăрпа юнашар

Тухтăр сĕнĕвĕ, пулăшăвĕ кирлĕ самантра та вăхăт çитменнине кура е яланхи хăнăхнă йăлапа – «ыратни хăй тĕллĕн майĕпен иртĕ», – тесе чылай чухне эпир чир-чĕре ура çинчен ирттеретпĕр. Телее, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа телемедицина çинчен саккун вăя кĕнĕренпе пирĕн республика территорийĕнче пурăнакансем тухтăр сĕнÿ-канашне инçетрен йĕркелесе тăракан дистанци мелĕпе илме

Подробнее

Кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ

Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа «Наркомфин в годы войны» кĕнеке кăларма хатĕрленет. Çак тĕллеве асра тытса управлени финанс тĕлĕшри ĕç-хĕлпе çыхăннă Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен тулли информаци пухать. Елчĕк районĕнчи наркомфин сотрудникĕсем çинчен пĕлтерсе район хаçатне вулакансем те пысăк пулăшу пама

Подробнее

Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес çул Республика кунне паллă тăвасси пирки хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн тĕп уявĕ 2019 çулта Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ. Район ку чыса муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ конкурс витĕр тухса тивĕçнĕ. Çавна май Улатăр районĕ Республика кунне ирттерме Чăваш

Подробнее

Налука вăхăтра тÿлер

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче район администрацийĕ çумĕнчи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, «ĕç укçине конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пынă. Ларăва Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ

Подробнее

Транспорт хатĕрĕ мар

Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсеренех аварисем пулаççĕ. 2017 çулта республикăра çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 12-шĕ аманнă. Районта мотоблок хутшăннипе иртнĕ çул 2 авари пулнă пулсан, кăçал çакăн евĕр инкек пулман. Çапах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çул-йĕр яланах сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистет - инкексем

Подробнее

Чиртен хамăрăн асăрханмалла

Пурне те паллă пулĕ ĕнтĕ: инсультпа чирлес хăрушлăх гипертонипе, сахăр чирĕпе, атеросклерозпа чирлесен, эрех-сăрапа иртĕхсен, пирус туртсан ÿсет. Этем мĕн чухлĕ ватăрах – чирлес хăрушлăх тата пысăкрах. Раççейре çак чир çулсерен 400 пин çынна ураран ÿкерет. Шел пулин те, хăйĕн сывлăхне упраманнисем тÿрех вилме те пултараççĕ, чылайăшĕ вара инвалид пулса

Подробнее

Малашлăха çул уçса панă

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ пулнă май республикăра Патриарха асăнмалли кун иртнĕ. Иван Яковлев йĕркеленĕ шкулăн, алфавитăн, букварĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Унăн вăйĕпе Атăлпа Урал хушшинче уçнă вун-вун, çĕр-çĕр шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă пин-пин ачана хутла вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тăма пулăшнă. Пурнăçне çак

Подробнее