Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 917)

Çĕнĕ палăк хушăнчĕ

Тăван çĕршыв, тăван ен, тăван ял - кашни çыншăн чи хаклă сăмахсем. Хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсене пирĕн яланах асра тытмалла. Кивĕ Арланкассинче халăх тăрăшнипе ял варринче вăрçăран таврăнсан вилнĕ фронтовиксене асăнса палăк уçрăмăр. Хальхи вăхăтра ялта вăрçа хутшăннисенчен пĕр ветеран та тăрса юлман. Тыл ветеранĕсене илес пулсан, вĕсем 7-ĕн пурăнаççĕ. Асăннă палăка уçас

Подробнее

Малашлăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ

Çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне 143 çĕршывран 17 пин ытла çын хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ун пирки хăйĕн шухăшне палăртса çапла каланă: «Форум - тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмалли питĕ лайăх площадка». Унта пулса иртнĕ ĕçсем Чăваш Ене те тÿррĕнех

Подробнее

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç

Майăн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев,

Подробнее

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Комисси ларăвĕ иртнĕ Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата

Подробнее

Пахалăх тĕп вырăнта пулмалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак эрнере ирттернĕ промышленность продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра республикăри агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем халăха йÿнĕ хакпа пахалăхлă продукципе тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем туса кăларакан тавар пахалăхĕ патшалăх

Подробнее

Кремль курсанчĕ

Дмитрий Петрович Петров Элпуçĕнче 1911 çулта çуралнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă вăл. 1921 çулти выçлăх вăхăтĕнче ăна тата шăллĕне Мускаври ача садне леçнĕ, каярах Патăрьелĕнчи ача çуртне илсе килнĕ. Кунтах хутла вĕреннĕ, комсомола кĕнĕ. Яла таврăнсан Д.Петров Кармалти пуçламăш шкулта пионер организацийĕ йĕркеленĕ, вожатăйра тăрăшнă, ваттисене хутла вĕрентессипе активлă ĕçленĕ. Хаçат-журнала çырас

Подробнее

Пĕрлĕхре — пысăк вăй

Курнавăш ялĕнче вилнисене Троица кунĕ асăнаççĕ. Хулари, ялти тăванăмăрсене пурне те пуçтарчĕ çак кун. Масар çывăхĕнчи лаптăкра вара туллиех автомашина вырнаçрĕ. Кунта пулнă вăхăтра пĕр ушкăнра: «Вăйлă çутатнă вара кăçал масара, йĕри-тавра тап-таса», - тенине илтех кайрăм. Çакна кам каланине пĕлеймерĕм, анчах чĕреме ăшă туйăм çупăрласа илнине туйрăм. ...1961 çултах масар йĕри-тавра

Подробнее

Ăс-тăна, сывлăха хавшатать

Наркомани - хăрушă чир. Общество умĕнче тăракан чăрмавсенчен чи çивĕччи вăл. Çын наркотикпе «туслашнине» мĕнле пĕлмелле? Наркотикпе анранă çынна малтанхи тапхăрта сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕ улшăннине ашшĕ-амăшĕ туятех. Наркотик çыннăн психики çине тÿнтерле витĕм кÿрет. Малтанхи интерессем илĕртмеççĕ ăна текех, вĕренÿ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнма пултарать, ыйхă

Подробнее

Чуна çывăх аса илÿсем

Канăçсăр чун-чĕреллĕ педагог, уçă кăмăллă ÿнерçĕ тата сăвăç, манăн тăван тете - Владимир Васильевич Петров пиртен уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул иртрĕ. В.Петров Лаш Таяпа ялĕнче 1951 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче ултă ачаллă çемьере çуралнă. Аттепе аннен, Василий Михайловичпа Ольга Петровнăн, çамрăклăхĕ çăмăл пулман. Çемье чухăн пурăннипе Вова тете хăйĕн пĕрремĕш ÿкерчĕкĕсене килти

Подробнее

Африка чуми асăрханма хистет

Çак чире 1903 çулта Кăнтăр Африкăра тупса палăртнă. Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçлани - инкубаци тапхăрĕ - 2-5 кун. Чир питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Вăл питĕ хăвăрт алхаснă тапхăрта сыснасем кĕтмен-çĕртен чир паллисĕрех вилеççĕ. Ерипен сарăлнă чухне ÿт температури 42,5 градус таран ÿсет, йывăр сывлать, сывлăшĕ пÿлĕнет,

Подробнее