Раççейĕн тĕрленĕ картти пулĕ
Çĕршывра «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пуçарса янă. Çĕнĕ проект пуçаруçи – Чăваш Ен. Ку ĕçе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Калининградран пуçласа Камчатка таранах алă ĕç ăстисем хăйсен пуян культурипе йăли-йĕркине çирĕплетĕç. Тĕрлесе пĕтерсен хатĕр карттăна Шупашкарта Раççей кунĕнче халăх умне кăларĕç. Вăл кун республикăн тĕп хулинче «Раççей юррисем» фестиваль-марафон пуçланĕ.
Подробнее