Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 22)

Фестивале хутшăнĕ

Августăн 8-мĕшĕнче Ижевск хулинче çамрăксен этнокультурин «Тангыра» фестивалĕ иртĕ. Унта Чăваш Енрен «ЯлАр» ушкăн та хутшăнĕ. Фестивале питĕ хăйне евĕрлĕ форматпа ирттерме палăртнă – drive-in. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Артистсем «чĕрĕлле» юрлĕç, куракансем вара залра мар, хăйсен машинисенче ларĕç. Сцена çине Раççейри тĕрлĕ чĕлхепе юрă шăрантаракан ушкăнсем тухĕç. «ЯлАр» ушкăн фестивале иккĕмĕш хут хутшăнать.

Подробнее

Музей илĕртет

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче, библиотекăпа юнашар, музей вырнаçнă. Аваллăх управçинче мĕн кăна çук-ши; Унта – мĕнпур истори. Çĕр-çĕр документ, хаçат, кĕнеке, савăт-сапа, çи-пуç, ытти тĕрлĕ хатĕр... Кунтах шкул ачисемпе чĕрĕ уроксем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Музея 1990 çулсенче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Захарова библиотекарь йĕркелеме пуçăннă.

Подробнее

Арт-проект илемлетĕ

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май Пĕтĕм Раççейри «Чăваш Енĕн мухтавлă 100 ентешĕ» курав проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Шупашкарти пурăнмалли çуртсен стенисем çине республикăмăрăн паллă çыннисем сăнланнă ÿкерчĕксене вырнаçтарĕç. Кашни ÿкерчĕк пĕрер экземпляр çеç пулĕ. Проекта хутшăнма портретсем, сăн ÿкерчĕксем суйланă хыççăн вĕсен электрон копийĕсене те хатĕрленĕ.

Подробнее

Троица килет вăйă май, Питрав килет ĕçе май…

Вăййа тухнине тепĕр майлă уяв тенĕ. Ăна тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен ирттернĕ. Пирĕн тăрăхра Çимĕк кунĕнчен пуçласа Питравччен /утă уйăхĕн 12-мĕшĕ/ палăртнă. Вăл тапхăрта çитĕннисем çĕре «канлĕхре» тытнă, ĕçлемен. Çамрăксем вара, вилнисене асăннă хыççăн, вăйă картисем йĕркеленĕ. Унта хăйне евĕр уйрăмлăхсем, тен, кăткăслăхсем, нумай пулнă. Вĕсене халĕ пĕтĕмпех шута та илеймĕн, мĕншĕн

Подробнее

«Великих дней не смолкнет слава» — праздничный концерт симфонической капеллы

Каждый год, в начале мая, Чувашская государственная академическая симфоническая капелла (художественный руководитель и главный дирижер — народный артист Российской Федерации Морис Яклашкин) приглашает зрителей на концерт, посвящённый Великому Дню Победы. Симфоническая капелла отдаёт дань памяти героям войны, подарившим мир будущим поколениям. И не изменяя традиции, в 75-ую годовщину Победы в Великой

Подробнее

Кĕвĕ суйламалла

Тĕп хулара пурăнакансене, Шупашкар хăнисене Хĕрлĕ тÿремри фонтан валли кĕвĕ суйлама сĕнеççĕ. Хĕрлĕ тÿреме реконструкциленĕ май унта фонтан та тума палăртнă. Сооружени виç кĕтеслĕх евĕрлĕ пулĕ, çутăпа тата юрă-кĕвĕпе вылянса тăрĕ, шыв ярăмĕсем тăватă метра çити çĕкленĕç. Хальхи вăхăтра «Уçă хула» порталта ыйтăм пырать. Халăха шухăшне пĕлтерме тата фонтан ĕçленĕ вăхăтра

Подробнее

Ÿнер музейĕ палăрнă

«ТурСтар» портал çĕршыври чи лайăх ÿнер музейĕсен рейтингне хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçне виртуаллă куравсемпе экскурсисем, онлайн-турсем, социаллă сетьсенчи трансляцисем тăрăх хакланă. Виртуаллă экскурсисем йĕркелес енĕпе Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ те палăрнă.

Подробнее

Сцена çинче – çамрăк артистсем

Районти ачасен халăх пултарулăхĕн коллективĕсен «АВАНсцена» фестивалĕ хыçа юлнă. «Спектакль» тата «Литературăпа музыка композицийĕ» номинацисемпе иртнĕ фестивале 7 çултан пуçласа 17 çул тултарман ачасем – 7 театр коллективĕ хутшăннă. Çамрăк артистсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашни коллектив пултарулăхĕ пысăккипе палăрнă. Çапах та Елчĕк шкулĕнчи «Çамрăк чĕресем» спектакль лартса пĕрремĕш вырăн

Подробнее

Фестивальте çĕнтернĕ

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăри медицина организацийĕсем хушшинче «Профсоюзлă çуркунне – 2020» фестиваль иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем республикăри медицина организацийĕсенче ĕçлекенсен пушă вăхăтне культурăллă ирттересси, пултаруллисене тупса палăртасси, ĕç коллективĕсенче профсоюз организацийĕн ят-сумне ÿстересси тата çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте тăван енĕн аваллăх еткерлĕхне упрама хăнăхтарасси. Фестивале 39

Подробнее

Кăмăла çĕклерĕ пĕрлехи уяв

Пин ытла çын хутшăннă театрализациленĕ представлени чăваш халăхĕн историллĕ кун-çулне анлăн уçса пачĕ: йăх-несĕлсем вырăнтан вырăна куçса çÿренине, Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнине, революци юхăмĕнче тата граждан вăрçинче ирĕклĕхшĕн кĕрешнине... Ÿкерчĕксем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, Чăваш Ен аталанăвĕн кашни паллă тапхăрĕ кураканра хавхаланупа мăнаçлану çуратрĕçех. Унтан, акă, районсемпе хуласен сумлă çыннисем –

Подробнее