Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 35)

Чунра юрă шăрансан

Çĕнĕ Эйпеçри Виктория Романова çамрăк юрăçпа тĕл пулса калаçнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Шăпчăк сассиллĕ хĕр ача çинчен вулакансене тÿрех пĕлтерме май килмерĕ. Унăн пултарулăхĕпе интересленсех тăратăп, маттурскерĕн çунатлă пуласлăхне, хитре, хăйне евĕрлĕ сассипе халăх юррисем шăрантарса Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те палăрасса çав тери шанатăп. Лара-тăра пĕлменскер Кăçалхи ноябрь уйăхĕн

Подробнее

Конкурсра – пикесем

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче «Елчĕк ен пики» шоу-конкурс иртнĕ. Кăçал хăйсен илемлĕхĕпе творчествăри пултарулăхне, ăсталăхне Елчĕк, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи 7 пике кăтартнă. Тÿрех калам, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче хĕрсем пачах çук-шим? Вĕсем мĕншĕн хутшăнман; Хĕрсем чи малтанах уяв кĕписем тăхăнса дефиле

Подробнее

Сцена çинче 50 çула яхăн

Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Музыкантова артистка 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Çак сумлă пулăма ентешсемпе пĕрле паллă тума Валентина Ивановна тăван тăрăха килчĕ. Ольга Туркай пьеси тăрăх лартнă «Чи кирли, чи юратни...» /Ален Делон/ спектакльте Люсена Ивановна рольне вылярĕ вăл. Кам калĕ ăна çичĕ теçетке урлă каçнă тесе: çамрăк чухнехи

Подробнее

В Яльчикском районе торжественно отметили День народного единства

День воинской славы России — День народного единства отмечается в нашей стране ежегодно 4 ноября, начиная с 2005 года. Этот государственный праздник установлен в честь важного события в истории России — освобождения Москвы от польских интервентов в 1612 году, и приурочен ко Дню Казанской иконы Божией Матери. 4 ноября 1612 года воины народного

Подробнее

Çăкăр шăршиллĕ алăсене – мухтав!

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ял хуçалăхĕпе промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕ пулса иртнĕ. Елчĕк районĕн сумлă делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă. Пирĕн районти тыр-пул ăстисем хăйсен тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕпе çак çулсенче республикăри аграрисен умĕнче çĕнсе илнĕ ят-сума кăçалхи çăмăл мар ял хуçалăх çулталăкĕнче те тивĕçлипе

Подробнее

«Тĕнчери мĕнпур пуянлăх вăл – анне»

– тет чăваш эстрада юрăçи Юрий Кашкăр. Темиçе çул каялла районти Акатуя хăйĕн юррисемпе савăнтарма килнĕ Юрий Кашкăра çĕр ĕçченĕсен чи паллă уявне хаклама ыйтнăччĕ. Кĕске калаçурах вăл харсăр Елчĕк халăхĕ мухтавлă ĕçĕсемпе палăрнăшăн мăнаçланнине хăпартланса палăртрĕ. Çамрăк юрăç-композитор тăван ене, унăн çыннисене пысăка хурса хаклани чуна ăшăтрĕ ун чухне. Унтанпа вăхăт

Подробнее

Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес çул Республика кунне паллă тăвасси пирки хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн тĕп уявĕ 2019 çулта Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ. Район ку чыса муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ конкурс витĕр тухса тивĕçнĕ. Çавна май Улатăр районĕ Республика кунне ирттерме Чăваш

Подробнее

Паллă художник ячĕпе

Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче «Мастерпа унăн вĕренекенĕсем» курав уçăлнă. Ăна Чăваш халăх художникĕ Николай Овчинников çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ курава сумлă ÿнерçĕпе унăн вĕренекенĕсен – республикăри паллă художниксен ĕçĕсене тăратнă. Хальхи вăхăтра Николай Овчинникова халалласа Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Самана сăнĕсем» курав та

Подробнее

«Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивальте

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи этнокультура паркĕнче регионсем хушшинчи «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Ăна «Кĕр сăри» уявне халалланă. Чăвашсем мĕн авалтан тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ хыççăн уявланă ăна. Ăнса пулнă çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, сăра вĕретсе тăванĕсемпе çывăх çыннисене сăйланă. Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнĕ чăвашсем хăйсен йăли-йĕркине тĕплĕн кăтартса

Подробнее

Юсав хыççăн

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ, юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн, алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров хыпарланă тăрăх, «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кунта çурт тăррине юсанă, пластик чÿречесем лартнă, тĕрлĕ пÿлĕмре урайсемпе маччасене çĕнетнĕ, алăксене улăштарнă. Çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе спонсорсен пулăшăвĕпе культура çуртĕнче кĕрешÿ

Подробнее