Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Паллă художник ячĕпе

Паллă художник ячĕпе

Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче «Мастерпа унăн вĕренекенĕсем» курав уçăлнă.

Ăна Чăваш халăх художникĕ Николай Овчинников çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ курава сумлă ÿнерçĕпе унăн вĕренекенĕсен – республикăри паллă художниксен ĕçĕсене тăратнă.

Хальхи вăхăтра Николай Овчинникова халалласа Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Самана сăнĕсем» курав та ĕçлет. Унта художникăн 100 картинипе паллашма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code