Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 27)

Вĕренÿ отличници

Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Ксения Королева хальхи вăхăтра Аслă Таяпари тĕп шкулта 9 класра вĕренет. Вĕренÿре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрать хĕр ача. Вăл яланах çĕннине пĕлме тăрăшать, пĕлĕвне, тавра курăмне ÿстерес тесе нумай кĕнеке вулать, компьютерпа туслă. Маттурскер олимпиадăсене, конкурссене пысăк активлăхпа хутшăнать. Çулсеренех районти олимпиадăсене нумай

Подробнее

Ăнăçу пултăр малашне те

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе кашни çул «Хĕрарăм-лидер» конкурс йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ пĕрре – социаллă пурнăçри çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнакан, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвакан хĕрарăмсене тупса палăртасси, хавхалантарасси. Республикăри конкурса хутшăннă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Лариса Николаевна

Подробнее

Тивĕçне чунпа парăннă педагог

Çутă чунлă çынсем хăйсем патне ăшăлăхĕпе хĕвел пек туртаççĕ. Вĕсемпе калаçнă май ырăлăхĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕнчен, теприне чун-чĕререн пулăшма хатĕр пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне пырса кĕрсенех мĕн пур вĕрентекенĕн, çав шутра вĕренекенсен те, куçĕсем çиçсе тăнине асăрхатăн. Пурнăç вĕресе тăрать кунта. Педагогсем ачасене вĕренÿ çулĕпе ăнăçлă ертсе пырас, вĕсене тивĕçлĕ

Подробнее

Олимпиадăна пĕтĕмлетнĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе тата литературăпа йĕркеленĕ регионсем хушшинчи олимпиадăна пĕтĕмлетнĕ. Унта районти 6 шкулти 9-11-мĕш классенче вĕренекен 13 ача хутшăннă, вĕсенчен 5-шĕ призер пулса тăнă: Курнавăш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Мария Ефимовăпа Елена Васильева /ертÿçи Н.Кузнецова/, 9-мĕш класра вĕренекенсем – Елчĕк шкулĕнчи Диана Ванюшина /Г.Каринкина/, Çĕнĕ

Подробнее

Виççĕшĕ çĕнтерÿçĕ

Республикăри шкул ачисем кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен олимпиадăсене хутшăнса /пурĕ 22 предметпа/ пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Районти 42 ача 17 предметпа иртнĕ олимпиадăсенче тупăшнă, вĕсем 3-шĕнче çĕнтерÿçĕ, 10-шĕнче призер пулса тăнă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем – 11-мĕш класри Анатолий Нягин астрономи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ /ертÿçи А.Данилов/, математикăпа /Е.Кузнецова/ тата экономикăпа /В.Николаев/

Подробнее

Тăван чĕлхе – ахах-мерчен

Кашни учитель – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Уроксене тухăçлăрах ирттерме, яланах творчествăлла ĕçлеме ăнтăлать. Эпĕ те вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе тăрăшатăп. Уроксенче çеç мар, ун тулашĕнче те. Учителĕн ачан пултарулăхне вăхăтра асăрхаса малалла аталантарма пĕлмелле. Талантлă ачасемпе ĕçлеме план тунă чухне çавна шута илетĕп те ĕнтĕ, кашнине уйрăмшарăн çул уçатăп. Çак

Подробнее

Вĕрентÿ хастарĕсем

Учитель ачасене вĕренÿпе воспитани панипе, тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хатĕрлесе явăçтарнипе çеç çырлахмасть, хăй те куллен çĕннине пĕлес-тĕпчес тĕллевпе шав малалла ăнтăлать. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсем ăслăлăх тупăшăвĕсене хутшăнассипе яланах хастар. Час-часах çитĕнÿллĕ тата! Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ «Малашлăх вĕрентекенĕ» конкурсра çурма финала тухни те пуш сăмах çапни

Подробнее

Вĕренес кăмăла çĕклесси

Шкул çулне çитмен ачасен ÿсĕмĕ – халăх пухнă ăс-хакăла, хăнăхусемпе пĕлÿсене илмелли пĕрремĕш тапхăр. Ача аслисене курса вĕренсе пырать, пурнăçпа, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Шкула кайма пуçличчен пĕчĕккисене ача-пăча кĕнекисем тата сăвăсем сахал вуласа панă, вĕсен пĕр вĕçĕмсĕр «мĕншĕн» ыйтăвĕ çине сайра та кичем хуравсем панă пулсан, 1-мĕш класранах çак ачасем

Подробнее

Пĕлĕве шайлаштарма пулăшать

Елчĕкри вăтам шкулта «Вĕренÿ» наци программин «Хальхи саманари шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă 2 кабинетран тăракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕ ĕçлет. Вăл «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чух цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курма пулăшать. Асăннă центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарма май парать. Пĕлĕве çирĕплетме май панисĕр пуçне кунта

Подробнее

Ача шкула хатĕр-и?

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ача садне 22 шăпăрлан çÿрет. Вĕсемпе куллен ĕçленĕрен вăхăт епле хăвăрт иртнине те сисместĕн. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа та пилĕк уйăх иртрĕ те. Мĕн калама пулать-ха ачасен ÿсĕмĕсем, улшăнăвĕ пирки; Хăйсен çулне кура вĕсем вăй-хал, психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пыраççĕ. Нумайăшĕ кунта юратса çÿреççĕ,

Подробнее