Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 12)

Çут çанталăк ырлăхĕнче

Иртнĕ кану кунĕнче Елчĕк округĕнчи велосипед çине ларса уçăлса çỹреме юратакансем тăван ен илемĕнче çупăрланма, унăн симпыл евĕр ырă сиплĕхĕпе тарăннăн сывласа киленсе çирĕп вăй-хал пухма пултарчĕç. Велосипедистсем халĕччен пулса курман вырăнсене çитес тесе "Улăп" ФОК умне ытти чухнехинчен пысăк хастарлăхпа, тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç. Чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин

Подробнее

Ĕçлес туртăмĕ пысăк

Физкультурник кунĕ тĕлне хаçатра пĕр-пĕр пултаруллă тренер е физкультура учителĕ çинчен çырасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче редакци тĕпелне Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Сергей Александрова чĕнтĕмĕр. - Сергей Всеволодович, сана курма питĕ хавас. Тỹрех ыйтусем çине куçар: спортăн кĕрешỹ стильне суйласа илесси хăçан, мĕнле пуçланнă санăн? - 4-5 классенче

Подробнее

Тĕслĕхлĕ çемье

Пурнăç - экзамен. Кашни уйрăм çын е çемье умне тĕрлĕ задача кăларса тăратать вăл. Ăна тĕплĕн татса парасси ăнланулăхран, килĕшỹрен, тăрăшулăхран нумай килет. Çак паллăсем çемьесен тăнăçлăхне упраççĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕх вырăнне икĕ çемьепе паллаштарма кăмăл пур… Степановсем - Виктор Ильичпа Зоя Аркадьевна - Çуткỹл ялĕнчен. Кил хуçи çут тĕнчене Каçал тăрăхĕнчи

Подробнее

Çут çанталăк — пысăк пуянлăх

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Вăрмансене упрассипе çыхăннă ыйтăвăн обществăри резонансĕ пысăк. Вăл уйрăм çынсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе мĕн пур вăя пĕрлештерсе ĕçлетпĕр. Çавна май лару-тăру майĕпе улшăнса пырать. Пĕлтерĕшли çакă: 2021 çултан тытăнса Раççейре вăрмансене каснинчен ытларах çĕнĕрен лартса чĕртетпĕр. Тăван тавралăха хỹтĕлессипе, çут çанталăкпа тухăçлă усă курассипе тата

Подробнее

40 çул ытла — пĕр ĕçре

Елчĕк тăрăхĕнче хăйсен ырă кăмăлĕпе, хастар ĕçĕпе ял-йыш çинче чыс-хисеп çĕнсе илнисем сахал мар. Паян вĕсенчен пĕринпе - Патреккел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Петр Выйгетовпа паллаштарас килет. Петр нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Андреевичпа Анна Прокопьевна, хăйсен пĕтĕм пурнăçне колхозпа çыхăнтарнă. Пилĕк ывăлĕн тăрăшулăхĕ вĕсем çине те куçнах ĕнтĕ:

Подробнее

9-мĕш çул çĕнтерỹçĕ

Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен республикăри канашĕ Вăрнар округĕнчи Шĕнерпуçĕнче 9-мĕш спартакиада йĕркеленĕ. ГСВГ ветеранĕсен Елчĕк округĕнчи пĕрлĕхĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов ертсе пынă ушкăн унтан çĕнтерỹçĕн кубокĕпе таврăннă. 9-мĕш хут! 14 команда хушшинче пирĕннисенчен Петр Кузнецов (Курнавăш), Анатолий Николаев (Лаш Таяпа, 1 вырăн), Дамир Валиев (Сăрьел, 2 вырăн)

Подробнее

Каллех пĕрремĕш

Регионта ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн II кварталти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Рейтинга 9 тĕслĕхпе хаклаççĕ, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсен шучĕпе те. Иртнĕ кварталта пирĕн округ призерсен йышĕнчеччĕ, халĕ - 1-мĕш. Каçалсем, çĕнтерỹçĕрен, виççĕмĕш вырăна куçнă. Шăмăршăсем 11 позицирен тỹрех 2-мĕш призера кĕнĕ.

Подробнее

Вăхăт ĕçе васкатма хистет

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 770 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ĕнерхи кун тĕлне тыр-пула 300 гектар çинче вырнă, çав шутран 240 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Тĕш тырă культурисене кĕске вăхăтра тата тăкаксăр алла илесси тĕп тĕллев пулнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать, кашнийĕ хăйне шанса панă

Подробнее

Райпо лавккинче туянакансене хапăл

Вулакан сăнанах ĕнтĕ: хăш-пĕр лавккана япала туянма тăтăшах пырса çỹрес килет. Вĕсенче хăтлă, çутă, таса, сентресем çинче таварĕ çителĕклĕ, кулленхи пурнăçра мĕн кирлĕ - пĕтĕмпех пур. Сутуçă та тарават та кăмăллă çакăн евĕр суту-илỹ çурчĕсенче, туянаканпа çепĕç калаçнă май тавар суйлама пулăшать, сĕнỹ-канаш та парать, кирек кампа та пĕр чĕлхе

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче августăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3406 гектар (24 процент) вырнă, 2785 гектарне (вырнин 82 процентне), пурĕ 81884,6 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 29,4 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç - "Рассвет" ЯХПКра - 40,2 центнер. 1172

Подробнее