Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 18)

Пĕрлехи вăйă картинче

Аслă ăрурисем çамрăксене ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене, юрă-ташăсене вĕрентсе пыни питĕ паха. Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунĕнче Тỹскелĕнчи хĕрарăмсен "Шуçăм" тата Елчĕкри çамрăксен "Тарават" ансамблĕн членĕсем "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче вăйă пăрахнине кăтартнă. Пирваях çитĕннисем асăннă мешехе пĕлтерĕшне уçса панă, ăсталăх класĕ ирттернĕ. Пĕрлехи вăйă картинче яшсемпе хĕр упраç нумай çĕннине ăса хывнă.

Подробнее

Малалла — федераци шайĕнче

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри "Чи инклюзивлă шкул" конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртнĕ. Куçăмлă тата куçăмсăр майпа йĕркеленĕскере Елчĕкри вăтам шкул та хутшăннă. Коллектив "Раççейри чи инклюзивлă шкул - 2024" номинацире çĕнтернĕ. Çапла майпа вăл федераци шайĕнчи тупăшăва хутшăнĕ.

Подробнее

Тăватă номинацире — призлă вырăн

Пурĕ 5 номинаципе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурсăн регионри тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Елчĕк муниципалитет округĕ 4 номинацире! призлă вырăнсене йышăннине палăртнă. Елчĕк муниципалитет округĕ "Муниципальная экономическая политика и управление муниципальными финансами" номинацире - 3-мĕш, "Обеспечение эффективной "обратной связи" с жителями муниципальных образований, развитие территориального общественного самоуправления и привлечение

Подробнее

Аякри тăвансем патĕнче

Иртнĕ эрнере Йĕпреç округĕнчи Смычка поселок хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Кăна мĕншĕн палăртатпăр-ха? Вăл яла йĕркелекенсем - Таяпа Энтрисем. Шăпах тăхăр теçетке çул каялла Григорий, Кирилл тата Петр Ермолаевсен, Алексейпе Владимир Мясниковсен, Егорпа Павел Максимовсен, Павел, Макар тата Платон Васильевсен, Евдокия Иванова, Леонтий Матвеев çемйисем - пурĕ 20-е яхăн

Подробнее

Жуков медальне тивĕçнĕ

Александр Петров Алексей Сметанин Виктор Алюнов Павел Яковлев Александр Воронов Родион Романов Елчĕк округĕн хăюллă çамрăкĕсене - ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакан салтаксене Александр Петрова, Алексей Сметанина (Лаш Таяпа), Виктор Алюнова (Аслă Пăла Тимеш), Павел Яковлева (Аслă Таяпа), Родион Романова (Шăмалак), Александр Воронова (Тĕмер) паттăрлăхпа палăрнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн Жуков

Подробнее

Паттăрсен çемйи

тесе калас килет Çĕнĕ Пăвари Абрамовсем пирки. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Маргарита Федоровна, пĕтĕм пурнăçне тăван "Сатурн" хуçалăхпа çыхăнтарнă. Производство кооперативĕ чылай çул округра сĕт сăвассипе малтисен йышĕнче пулни унран, осеменатортан тата ĕне сăвакан оператортан, нумай килет-çке. Хăйĕн ĕçĕнче чăн маçтăр иккенне вăл пĕлтĕр операторсен республикăри ăмăртăвĕнче те çирĕплетнĕ: 21 çынран иккĕмĕш

Подробнее

Инвалидсене — тимлĕх

Чăваш Ен Правительстви хевтесĕр çынсене 2026 çулччен пăхса пурăнмалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарайман 18 çултан аслă инвалидсене килти условисенче пурăнма тата хăйсене пăхма, вăхăта усăллă ирттерме, ĕçлеме пулăшаççĕ. Çавăн пекех сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан çынсем валли вĕренмелли, професси пĕлĕвĕ илмелли тата ĕçлемелли майсем туса параççĕ.

Подробнее

«Ялти пĕр кун»

республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Шупашкар ачисем округсене çитсе килнĕ. Ку проект пулăшнипе яшсемпе хĕрсем республикăн пурнăçĕпе, историйĕпе паллашаççĕ, паллă вырăнсемпе туризм объекчĕсене кайса кураççĕ. Июнь уйăхĕнче 520 ача çул çỹреве тухнă. Вĕсем 7 округа çитнĕ. Канаш тăрăхĕнчи Мăкăр кĕперĕ патĕнче, пылпа ĕçлекен хуçалăхра, Муркашри страус ĕрчетекен фермăра, Куславкка округĕнчи Сăр хỹтĕлев чиккисене

Подробнее

Сезона хатĕрленеççĕ

Республикăра 2024-2025 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă сферăри объектсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленеççĕ. Пурĕ 23,5 çухрăм чухлĕ ăшă тата шыв сетьне улăштарма тивет. Çавăн пекех çĕршер çурт çи виттине çĕнетме, хутса ăшăтмалли сетьсене улăштарма, шывпа тивĕçтерессине лайăхлатма палăртнă.Хатĕрленỹ ĕçĕсем 2024 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

Подробнее

«Уй кунĕ» иртрĕ

Чăваш Енре июлĕн 17-18-мĕшĕсенче "Уй кунĕ" иртрĕ. Ăна Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче йĕркелерĕç. "Уй кунĕнче" агропромышленность комплексĕн аталанăвне пур енлĕн кăтартнă. Аграрисем кунта çĕнĕлĕхсемпе тата пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхĕпе паллашнă. Ял хуçалăх техникипе оборудованисен куравĕ ĕçленĕ,сăнавлă уйсенчи çĕнĕ технологисемпе паллашма та май пулнă. Палăртма кăмăллă, унта пирĕн округри аграрисене те чысланă.

Подробнее