Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 17)

«Ылтăнлă» та пулĕç

"Ĕçе тата хỹтĕлеве хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланисен ретне çĕнĕ йыш тăнă. Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци специалисчĕсем, пурĕ 13-ĕн, округри ГТО нормисен тесчĕн судйи Петр Смирнов ертсе пынипе сакăр дисциплинăна хаваспах пурнăçланă. Нумайăшĕ вĕсем хăйсене "ылтăн" паллă тивĕçессе шанаççĕ.

Подробнее

Инкекрен асăрханар

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Умра - суйлав. Çавна май ларура паянхи чи çивĕч ыйтăва - пĕрлехи сасăлав кунĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - сỹтсе явнă. Кунтах вĕренỹ организацийĕсене терроризмран хỹтĕлес темăна та çĕкленĕ. Леонард Левый мĕн пур ведомствăна инкекрен сыхланса

Подробнее

Çитес çулхи проектсемшĕн

Округ администрацийĕнче "Ниме - халăх бюджечĕ" программăпа çыхăннă 2027 çулхи документсене йышăнасси вĕçленсе пырать. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен тепĕр тапхăр пуçланать - çĕнĕ проектсемшĕн онлайн-сасăлав иртет. Унăн вĕçленĕвĕ - октябрĕн 2-мĕшĕ. Сасăлава хутшăнакан 18 çула çитичченхи граждансем пĕр проектшăн икĕ хутчен сасăлама пултараймаççĕ. Чăваш Енре кăçал 3,9 миллиард тенкĕлĕх 1553 проект ĕçе кĕртмелле. Хăв

Подробнее

Тăрăшуллă наставник

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенне Елена Морозовăна 150 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă. Елена Зиноновна - аслă квалификациллĕ категори учителĕ, унăн педагогикăри ĕç стажĕ - 38 çул. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл муниципалитет шайĕнчи предмет олимпиадисенче биологипе тата экологипе 18 çĕнтерỹçĕпе призер хатĕрленĕ.

Подробнее

Цифра тенки те — укçах

Чăваш Енре уйрăм çынсем те цифра укçипе тỹлеме пуçланă. Шупашкарта пĕрремĕш тĕслĕх пулнă. Элĕк округĕнчи Сурановсен нумай ачаллă çемйи ывăл-хĕрĕ валли шкул тумĕ туяннă. Çакă цифра тенкине бюджет çаврăнăшне кĕртессипе йĕркеленĕ пĕрлехи ĕçĕн тăсăмĕ. Чи малтан ял хуçалăх таварне туса илекенсем цифра тенкипе тỹленĕ. Унтан республикăри пĕр компани бюджета цифра укçи хывнă.

Подробнее

Автобус шучĕ ỹсет

Регионта ачасене шкулсене илсе килмелли ятарлă транспорт шучĕ 411 единицăпа танлашать. Вĕсемпе куллен 13,5 пин ача усă курать. Автопарк çĕнелсех пырать. Кăçал çĕнĕ 39 шкул автобусĕ туянма палăртнă. Çак транспортпа ачасене спорт ăмăртăвĕсене, "Пушкин картти" проектпа килĕшỹллĕн культура учрежденийĕсене те илсе çитереççĕ.

Подробнее

Унăн çăлтăрĕ ан сỹнтĕр

Чăваш Енĕн, çавăн пекех Елчĕк районĕн физкультурăпа спорт летопиçĕн пуçламăшне чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ардалион Игнатьев ылтăн сас паллисемпе çырса хăварнă. Вăлах, 1956 çулта Австралири Мельбурнра 400 метра чупса бронза медаль çĕнсе илнĕскер, наградăсен списокне те чи малтан уçнă. Кенгуру çĕршывĕ 44 çултан Елчĕк çĕрне каллех пăхăртан

Подробнее

Уяр кунпа усă курса

Вырма, уй-хир ĕçĕсем паян хĕрỹ калаçтаракан çивĕч тема. "Яманчурино" ОООра тыр-пул пухса кĕртесси малалла пырать. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 870 гектар (план - 1953,7 гектар) çулнă, вĕсене 100 процент çапса тĕшĕленĕ. Ку пĕтĕмĕшле калăпăшăн 45 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 33,8 центнер.

Подробнее

Пĕлỹ тĕнчине — çĕнĕ вăй-хăватпа

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Педагогсемпе вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ часах яваплă, çав вăхăтрах кăсăклă процеса пуçăнĕç. Иртнине тишкерсе черетлĕ çулталăка тĕллевсем палăртасси - муниципалитетра тахçанах çирĕпленнĕ ырă йăла. Августăн 25-мĕшĕнче педагогсем Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта предметсен секцийĕсен занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕсемпе паллашрĕç, ун хыççăн культура

Подробнее

«Питĕ хăвăрт тата тухăçлă»

Тунтикун Елчĕкри тĕп больницăна тĕп хуларан "Сывлăх патне - утăм" проектпа килĕшỹллĕн пуçласа "Ача-пăча пуйăсĕ" килсе çитрĕ. Ирхине 8 сехетре сыватмăш лапамĕ ача-пăча сассипе тулчĕ. Çумăрлă çанталăк та хăратмарĕ вĕсене. Ятарласа хатĕрленĕ палаткăра регистрациленнĕ хыççăн кашни ача ашшĕ-амăшĕпе хăйсене кирлĕ специалистсен йышăнăвне кĕтрĕç. Талонсăрах. Черет те пысăк мар. Невролог, хирург, кардиолог, эндокринолог,

Подробнее