Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 18)

Аслă Таяпа ялĕнче

пурăнакансем халĕ шыв хĕрринче хăрушлăхсăр та хăтлă канупа киленме пултараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн "Ниме - халăх бюджечĕ" программипе килĕшỹллĕн пĕве çывăхĕнче шыва кĕмелли зонăна йĕркелес ĕçе вĕçленĕ. Çыран хĕрринчи территорире тивĕçлĕ услови туса парассине "ДПМК Яльчикское" ООО хăй çине илнĕ.

Подробнее

Кирлĕ объект

Вăл - Кĕçĕн Таяпара çĕкленекен пушар деповĕн çĕнĕ çурчĕ. "Ниме - халăх бюджечĕ" проект тивлечĕпе объекта тăвассине "Гранит" ООО хăйĕн çине илнĕ. 1130 пин тенкĕлĕх суммăна ĕçе кĕртмелле унăн. Унта пушар сỹнтерекен техникăна тата кирлĕ оборудованипе хатĕр-хĕтĕре упрама пĕтĕм услови пулĕ.

Подробнее

50 çул — пĕрле

Тип Тимеш ялĕнчи Василипе Раиса Михайловсем пурнăç çулĕпе мăшăрлă утма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Паллă пулăма шута илсе ăнланупа килĕшỹре телей тупнă мăшăра округ администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чысланă. Василий Яковлевич та, Раиса Ивановна та 40 çула яхăн колхоз ферминче вăй хунă. Тăрăшулăхне кура Хисеп хучĕсене, укçан премие тивĕçнĕ. Михайловсен 5

Подробнее

Çул-йĕре юсаççĕ

Автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртни, чи малтанах, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. "ДОРСТАР" сахал яваплă общество çак кунсенче "Çĕнĕ Пăва - Аслă Шăхаль" автоçула тĕпрен юсама пуçланă. Подряд организацийĕн контрактпа килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ укçа-тенкĕпе (21243100) çула çĕнетнисĕр пуçне тротуар та тумалла, çул хĕррипе çутăсем те вырнаçтармалла. Çĕнĕ Пăва ялĕнче çавăн пекех Центральная урамăн 3-мĕш çуртĕнчен пуçласа

Подробнее

Ветерансем канашланă

Елчĕкри культура керменĕнче округри ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право органĕсен ветеранĕсен пленумĕ иртнĕ. Вырăнти пуçламăш организацийĕн ертỹçи Елена Петрова туса ирттернĕ ĕçсемпе тата малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă. Пленум ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк ен ентешлĕхĕн хастарĕсем - Юрий Карпов, Василий Шадриков, Серафима Терентьева хутшăннă,

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 25-мĕшĕнчи 154-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Урожай" сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив кĕрхи рапс акассине (120 гектар) округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2026 çулхи августăн 24-мĕшĕнчи 114-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн культура облаçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавательне Светлана Ильинична КАРАМАЛИКОВĂНА "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă сводкăран çакă курăнать: августăн 26-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3524 тонна (70 процент) утă, 49503 тонна (130 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа (22621 гектар) пăхнинчен 7820,4 гектар çулнă, çав шутран 7560,35 гектарне çапса тĕшĕленĕ.

Подробнее

«Вега» тимлĕ те, хăюллă та

Вун-вун çын - вун-вун шăпа. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен те вăл пĕрешкел мар. Дмитрий Олегович Смирнов 1999 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Кавал ялĕнчен. Кивĕ Эйпеçри тĕп, Елчĕкри вăтам шкулсене, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. 2021-2022 çулсенче Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче (Ульяновск, Хабаровск) службăра тăнă. 2022 çулхи октябрь уйăхĕнчен - ятарлă

Подробнее

Вăл малтисен ретĕнче пулнă

Çавăнпах халĕ те Акчел ялĕнче Çĕнĕ касра пурăнакан Лиля аппа хăйĕн ĕçĕсемпе çынсене тĕлĕнтерет. "Ăçтан кăна вăй тухать-ши унăн, 90 çул тултаракан çыннăн? Мĕнле кăна пахча çимĕç çитĕнтермест вăл питĕ тирпейлĕ пахчинче. Пĕр çум курăк та курăнмасть вĕт!" - теççĕ Лилия Аркадьевна Пушкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Можаева) пирки. Çапла, çак сăмахсене

Подробнее