Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул-йĕре юсаççĕ

Çул-йĕре юсаççĕ

Автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртни, чи малтанах, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

«ДОРСТАР» сахал яваплă общество çак кунсенче «Çĕнĕ Пăва — Аслă Шăхаль» автоçула тĕпрен юсама пуçланă. Подряд организацийĕн контрактпа килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ укçа-тенкĕпе (21243100) çула çĕнетнисĕр пуçне тротуар та тумалла, çул хĕррипе çутăсем те вырнаçтармалла.

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çавăн пекех Центральная урамăн 3-мĕш çуртĕнчен пуçласа Садовая тата Молодежная урамсенчи çулсене йĕркене кĕртме тытăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code