Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăл малтисен ретĕнче пулнă

Вăл малтисен ретĕнче пулнă

Çавăнпах халĕ те Акчел ялĕнче Çĕнĕ касра пурăнакан Лиля аппа хăйĕн ĕçĕсемпе çынсене тĕлĕнтерет. «Ăçтан кăна вăй тухать-ши унăн, 90 çул тултаракан çыннăн? Мĕнле кăна пахча çимĕç çитĕнтермест вăл питĕ тирпейлĕ пахчинче. Пĕр çум курăк та курăнмасть вĕт!» — теççĕ Лилия Аркадьевна Пушкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Можаева) пирки.

Çапла, çак сăмахсене хамăр ялăн çыннисенчен илтетĕн те, куç умне 1957 çулхи сентябрь уйăхĕ тухса тăрать. Пĕр хĕвеллĕ те ăшă кун, эпир, Акчел ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕренекен ачасен пĕр ушкăнĕ, шкулта уроксем пĕтсен тỹрех Акчел ялĕн клубне кайрăмăр. «Клубри библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килнĕ, кайса курăр», — терĕ пире Александр Ефимович учитель.

Клуба кĕрсен унти стена çине «Вăл малтисенчен пĕри» ятпа вырнаçтарнă стенд умне чарăнтăмăр. Унта илемлĕ хĕрĕн сăн ỹкерчĕкне курса ун çинчен калаçса тăтăмăр. Кĕçех пирĕн пата клуб заведующийĕ тата библиотекарь тивĕçĕсене пурнăçлакан Мария Васильевна Ястребова пычĕ. Вăл стенд çинчи сăн ỹкерчĕк çине кăтартса: «Ку вăл кỹршĕ ялтан. Патреккел хĕрĕ — Лилия Можаева. Вăл пирĕн Свердлов ячĕпе хисепленекен колхозăн паллă, малта пыракан доярки. Сирĕн те, ачасем, çитĕнсе çитсен çак хĕр пек паттăр та ĕçчен çын пулмалла», — терĕ. Унтан стенд çинчи сăн ỹкерчĕк çине тимлĕн пăхса лăпкăн çапла хушса хучĕ: «Акă çывăх вăхăтра вăл Акчел ялĕн кинĕ те пулать».

Çак калаçу хыççăн чылай вăхăт иртрĕ: темшĕн ман чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Халĕ Лилия Аркадьевнăн питĕ хăтлă та тирпейлĕ килĕнче пулнă май çак калаçăва аса илтĕм. Аса илỹ çăмхи иртнĕ ĕмĕре илсе çитерчĕ. Лилия Пушкова сăмахĕсене çапла пуçларĕ. «Эпĕ 1936 çулхи августăн 27-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1957 çулта эпĕ 21 çулхи хĕр пулнă. Акă, халĕ 90 çула çитсе те тăтăм. Çулĕсем хушăннă пулсан та чун пĕрре те ватăлмасть иккен. Манăн атте, Аркадий Николаевич Можаев, Патреккел ялĕн çынни пулнă, вăл 1908 çулта çуралнă. Анне, Анастасия Петровна Можаева (хĕр чухнехи хушамачĕ Ильина, 1914 çулта кун çути курнă) Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ. Анне аттерен ултă çул кĕçĕн пулнă май асатте аннене тепĕр чух: «Ара, эсĕ кунта вун тăватă çултах качча килтĕн пуль», — тесе виртлесе те илетчĕ. Анчах çакăншăн анне асаттене çилленмен ĕнтĕ. Пирĕн çемьере пĕр ывăлпа виçĕ хĕр пулнă. Римма çамрăклах — 8 уйăхра — вилнĕ. Виççĕн ỹссе çитĕнтĕмĕр: Лилия — 1936 çулта çуралнă, Леон — 1938, Люся — 1940 çулхи. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, атте хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайрĕ. Анчах та унăн кун-çулĕ кĕске пулса тухрĕ. Вăл 1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче хаяр çапăçура пуçне хуни çинчен хыпар илтĕмĕр. Аттене хальхи Волгоград облаçĕнчи Городищенск районĕнчи Котлубань поселокĕнчи Çар мемориал центрĕнче пытарнă. Çапла 1942 çул хыççăн эпир — виçĕ ача — çурма тăлăха тăрса юлтăмăр. Пирĕн пек тăлăх ачасене каярах «Вăрçă ачисем» тесе хакларĕç.

Вăрçă хыççăн 1948 çулта пирĕн çемье хутшăнчĕ. Урăх аттерен Коля шăллăмăр çуралчĕ. Анчах та унăн та кун-çулĕ кĕске килсе тухрĕ. Кольăпа арăмĕ 2017 çулта автоаварине лексе вилсе выртрĕç. Мĕн тăвăн, Турă çапла çырнă пулĕ ĕнтĕ.

1944 çулта, 8 çул тултарсан, эпĕ Патреккел ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула кайрăм. Вăрçă çулĕсенче шкул ачисем пĕр-пĕринпе уйрăмах çывăхчĕ. Николай Выйгетовпа, Лира Вершковăпа, Анна Каринкинăпа, Лира Сыкинăпа (Патреккел), Илья Лебедевпа, Андрей Гавриловпа çывăх юлташлă пулнă. Манăн пулас мăшăр — Венямин Пушков — манран пĕр çул аслăрахчĕ, вăл пĕр класс маларах вĕренетчĕ. Çапла сисĕнмесĕрех çичĕ çул иртсе те кайрĕ. Эпир, 1936 çулта çуралнă ачасем, Патреккелĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан 1951 çулта вĕренсе тухрăмăр. Мана анне малалла вĕренме ярас терĕ: çак тĕллевпе хăй çуралнă яла — Лаш Таяпана — илсе кайса 8-мĕш класа вĕренме вырнаçтарчĕ. Анчах та эпĕ кукамайăн ялĕнче нумай пурăнаймарăм, ют ялта тăрас килмерĕ. Çапла яла таврăнсан эпир виçĕ тантăш — Евлампия Антонова, Лидия Сыкина тата эпĕ — пĕрле канашласа Патреккел ялĕн ĕне фермине пăру пăхма вырнаçрăмăр», — тесе Лиля аппа пĕр вăхăт шухăша кайса тăчĕ.

Çапла, çак виçĕ 15 çулхи хĕр пăрусене пăхма пикенеççĕ. Амăшĕсем темле хирĕçлесен те (ку ĕç çамрăк хĕрсемшĕн пĕрре те ансат пулман) вĕсем пурпĕрех çак ĕçе пăрахмаççĕ. «Сисĕнмесĕрех пăрусене пăхма тытăннăранпа виçĕ çул иртрĕ. Çак вăхăтра фермăра ĕнесен пĕр ушкăнне пăхакан доярка урăх яла качча кайрĕ. Унăн ĕнисене пăхма çын кирлĕ пулчĕ. Пĕр кунĕнче ĕне фермин заведующийĕ Василий Семенович Скворцов мана хăйĕн ĕçри пỹлĕмне чĕнсе илчĕ те: «Лилия, сан çинче шанчăк. Паянтан сана ĕнесем пăхма, вĕсене сума куçаратăп», — тесе каларĕ. Эпĕ малтанах нимĕн те хирĕç чĕнеймерĕм, çухалсах кайрăм. Ара, 12 ĕнене пăхасси пĕрре те ансат мар: вĕсене курăмне алă вĕççĕн сĕтĕрсе çитермелле те, сумалла та пулнă вĕт. Ĕнесем сĕт антарасси пĕтĕмпех вĕсене мĕнле пăхнинчен килнĕ. Мĕн тăвăн, çамрăк пулнă, чăтнă. Пĕтĕм ĕçе çак алăсемпе тунă», — тесе Лиля аппа хăйĕн аллисем çине ăшшăн пăхса илчĕ.

Вăл йышăннă ушкăнри ĕнесем кашнийĕ çулталăкра вăтамран пĕр пин литр сĕт антарнă. Çакă сахаллине лайăх ăнланнă çамрăк доярка. Çавăнпа вăл пĕтĕм вăйне сĕт илесси çине хума пуçланă, цифрăна икĕ пин литра çитернĕ. Çăмăл пулман ăна кашни ĕнерен çакăн чухлĕ сĕт суса илме. Анчах та йывăр пулсан та хăйĕн «пысăк сăвăм» илессин ĕмĕтне пурнăçлать Лилия Можаева. Вăл колхозра паллă доярка пулса тăрать. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ Свердлов ячĕллĕ колхозăн Хисеп хăми çинчен анмасть.

1958 çул Лилия Можаеван кун-çулне ылмаштарать. Ноябрь уйăхĕнче вăл Акчел ялĕнчи Венямин Гурьевич Пушкова качча тухать. 1959 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче вĕсен хĕр ача çуралать. Галя тесе ят параççĕ ăна. Лилия фермăра ĕçлеме пăрахать. Хăй пăхакан ĕнесен ушкăнне йăмăкне — Людмила Можаевăна парса хăварать. «Каяс умĕн ĕнесем çине тинкерсе пăхрăм. Эпĕ вĕсенчен уйрăласса сисрĕçех пуль çак выльăхсем: вĕсен салху куçĕсем манăн асăмран халĕ те тухмаççĕ» — çак сăмахсем хыççăн Лиля аппа ассăн сывласа илчĕ.

1959 çулта Акчел ялĕнчи Çĕнĕ касра пурăнакан Николай Исакович Московский Çĕпĕре çĕнĕ çĕре пурăнма куçса кайнă май ялти çуртне сутать. Çакна пĕлсен Веняминпа Лилия Пушковсем çак йывăç çурта туянса юлаççĕ. Çапла вĕсем Пăла кассинчи Пушковсен тĕп килĕнчен уйрăлса тухаççĕ. Веняминпа Лилия Пушковсем иккĕшĕ те Акчел ялĕнче колхоз бригадинче ĕçлеме тытăнаççĕ. Каярах Венямин ялти лаша витинче конюхра тăрăшать.

Çав çулсенче мĕн кăна тума тивмен колхозри хĕрарăмсен. Çуркунне çĕр улми лартма, кĕркунне ăна пуçтарса кĕртме хутшăннă. Кантăрпа пуса татнă, ăна шыва ярса хутнă, ун хыççăн тылăпа тылласа сỹс тунă. Чĕкĕнтĕр пайĕ çинче çум курăкпа кĕрешнĕ. Вырма вăхăтĕнче вара пĕр кун та пушă пулман: кĕлте те çыхнă, хирте улăм хушăкĕ купаланă, йĕтемре вăй хунă. Пурнăçа малалла ярас тесе Венямин Гурьевич отпуск илсе ялти платниксен бригадипе çынсене пỹрт çĕклесе панă. Паллах, çак вăхăтсенче лашасене Лиля аппа пăхнă.

Çапла Венок тетепе Лиля аппа колхозра ĕçлесе, вăй çитерсе, кирпĕч çурт та лартаççĕ. Акчел ялĕнче çав çулсенче пĕрремĕш кирпĕч çурт Виктор Анисимович Ежовăн пулнă. Ун хыççăн Александр Геннадьевич Гаврилов, Петр Афанасьевич Сардаев, Венямин Гурьевич Пушков чул çурт лартаççĕ.

Çак çулсем хушшинче Лиля аппан колхозра пĕлмен, тытса курман ĕçĕ юлман та пулĕ. Çакна пĕрле ĕçлекен юлташĕсем те, колхоз ертỹçисем те лайăх пĕлнĕ, курнă. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. 1976 çулта Лилия Аркадьевна «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăна илме тивĕç пулать. 1986 çулта ăна Елчĕкри КПСС райкомĕн Хисеп грамотипе чыслаççĕ. 1986 çулхи августăн 29-мĕшĕнче «Ĕç ветеранĕ» медальпе хисеп тăваççĕ. Колхозра ĕçленĕ чухне нумай парнене те тивĕçнĕ вăл. Акчел ялĕн халăхĕ ĕçчене хисеплесе 1987 çулта Елчĕк ял совечĕн депутачĕ пулма шанать.

Шел пулин те, 1998 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Лилия Аркадьевнăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса каять. 28 çул Лилия Аркадьевна хăйĕн юратнă мăшăрĕсĕр пурăнать. Çук, манмаççĕ Лилия Аркадьевнăна Галина хĕрĕпе унăн мăшăрĕ Олег (Муравьевсем). Тивĕçлĕ канура пулнă май амăшĕ патне тăтăшах килсе çỹреççĕ. Виçĕ мăнук Лилия Аркадьевнăн: Дима, Оксана, Ольга. Димăн — 4 ывăл, Оксанăн — 2 ывăлпа 1 хĕр, Ольгăн — 3 хĕр. «Çапла, пирĕн ăрăва малалла тăсаççĕ», — тет тулли кăмăлпа Лиля аппа кĕçĕн мăнукĕсем çинчен аса илнĕ май.

Статьяна вĕçленĕ май манăн «Прогресс» колхозăн хисеплĕ ветеранне, ялти паллă пахча çимĕç ăстине çирĕп сывлăх сунса çапла калас килет: «Лилия Аркадьевна, эсир халăх çинче яланах ырă тĕслĕх пултăр. Малашне те сывлăхпа тăрăр!»

Владимир МОСКОВСКИЙ.

Сăн ỹкерчĕкре: Лилия Можаева (1957 çул).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code