Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Портновсем маххă паман

Портновсем маххă паман

Кÿкеçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн çемьесен республикăри фестивалĕ иртнĕ.

Ачасен ÿсĕмĕсене кура 28 çемье виçĕ ушкăнра ăмăртнă: çăмăл атлетика тата хутăш эстафетăсенче, дартс вăййинче, шывра ишессипе. Елчĕкри Портновсем – Дениспа Елена тата 8 çулти Давид хăйсен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем Элĕк районĕнчен хутшăннă çемьене пĕр очко çеç выляса янă.

Тепĕр команда – Елчĕкри Петровсем – Евгений, Елена, Юлия 2-мĕш ушкăнра пиллĕкмĕш пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code