Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 20)

Финансовая помощь на развитие ЛПХ

Социальный контракт, как мера поддержки, с каждым годом становится наиболее востребованным механизмом социальной помощи для семей в Чувашской Республике. И сегодня большое внимание уделяют одному из направлений социального контракта - это развитие личного подсобного хозяйства. Что такое социальный контракт? Это соглашение между гражданином и отделом Центра предоставления мер социальной поддержки по

Подробнее

Пăрçа çулма тухнă

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22821 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тĕрĕссипе каласан, хĕрỹ ĕç çи пуçланчĕ ĕнтĕ, хальхинче каçалăка уçаканĕ "Прогресс" акционерсен хупă обществи пулчĕ. Тĕш тырă культурисене 2146 гектар çинче акса çитĕнтернĕ ял хуçалăх предприятийĕнче чи малтан пăрçа çулма тухнă. Çак ĕçе

Подробнее

Юратупа шанчăклăхшăн

Аслă Елчĕк ялĕнчи Николай Дмитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсен пурнăçĕнче асра юлмалли событи пулса иртнĕ. Ытларикун тăван килĕнче вĕсен ачисем тата тăванĕсем пухăннипе усă курса округ пуçлăхĕ Леонард Левый Хушкинсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа чысланă. Награда хуçисем пĕрлехи пурнăç çулĕ çине тăнăранпа 61 çул çитнĕ. Теветкеллĕх, тараватлăхпа ăшпиллĕх сỹнмен-ха вĕсенче. Ял çыннисен хушшинче ĕç

Подробнее

«Елчĕк ене» уйрăмах кăмăллаççĕ

- Пирĕн коллектив питĕ туслă. Почтальонсем харсăр, пысăк опытлă, - тет Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Алина Абдулкина. - Виççĕшĕ те тăрăшса вăй хураççĕ. Лаш Таяпа, Пикшик, Çĕнĕ Эйпеç ялĕсене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ Ольга Иванова, Зинаида Арефьева, Светлана Канжелева почтальонкăсем. Ĕç стажĕ 10 çул ытла вĕсен. - Цифра ĕмĕрĕнче интернет уçлăхĕ анлăн

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнчи 90-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Прогресс" акционерсен хупă обществин ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Кунта округри ял хуçалăх предприятийĕсенчен пуринчен малтан пăрçа çулма тухнă.

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 4958 тонна (99 процент) утă, 31357 тонна (80 процент) сенаж хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене акма пурĕ 1100 гектар (19 процент) çĕр хатĕрленĕ. Çав шутран "АСК-Яльчики" ОООра - 200 гектар (67 процент), "Победа" ОООра - 80 гектар (100

Подробнее

Хĕреслĕ çул çỹрев

Çитес кунсенче - июлĕн 15 -16-мĕшĕсенче паллă пулăм - Романовсен патша çемйине тискеррĕн вĕлернĕренпе 106 çул çитнине асăнса тата Украинăри çар операцине хутшăнакан хĕç-пăшаллă вăйсене пулăшас тĕллевпе Хĕреслĕ çул çỹрев йĕркелеме палăртнă. Вăл çак маршрутпа иртет: Тăрăм - Аслă Пăла Тимеш - Кушкă - Энтепе - Шăмалак - Яманчỹрел - Лаш

Подробнее

Шывра тимлĕ пулар, пушартан асăрханар…

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев Пĕтĕм Раççейри 5-мĕш "100 километров - Потому что мы Вместе"

Подробнее

Сиктĕрмере — чăваш культурин уявĕ

Июнĕн 7-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче 3-мĕш хут чăваш культурин уявĕ иртрĕ. Унта Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çумне - администрацин территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникне Алина Смирновăна, пичет ветеранне Анатолий Тимофеева, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторне Елена Петровăна пĕрлештерекен делегаци хутшăнчĕ. Авалхи несĕлсен

Подробнее

Хăнасем кăмăллă юлнă

Иртнĕ эрнере республикăри тата тĕп хулари ветерансен Канашĕсен ертỹçисем "Александр Фадеев" теплоходпа килнĕ Свердловск облаçĕнчи ĕçтешĕсене кĕтсе илнĕ. Кил хуçисен йышĕнче Тỹскелĕнчи "Шуçăм" тата "Тускил" ансамбльсем те пулнă. Вĕсем хăнасене чăваш юрри-кĕввипе кăна савăнтарман, пĕрлехи ташă çаврăмĕсене те явăçтарнă. Хусан, Ярославль, Дубна, Кострома, Кинешма тата ытти хула витĕр килнĕ туристсем тĕп

Подробнее