Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 21)

Пулăшу тĕсĕсем анлă

Чăваш Енре "Ашшĕ-амăшĕ валли шпаргалка" онлайн-сервис хута янă. "Çирĕп çемье" проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ платформа çемьесене пулăшу илмелли майсем пирки пĕлтерет. Пулăшупа усă курас тесен ятарлă сайтра анкета тултармалла, унта лару-тăрăва уçăмлатмалла. Çавăн пекех сервисра тỹлевсем, çурт-йĕр, вĕренỹ, сывлăх тата налуксем пирки информаци тупма пулать. "Пулăшу паракан проектсем паян нумай, ашшĕ-амăшĕ кашнин

Подробнее

Эпир хăш енĕпе малта?

Пĕтĕм Раççейĕн цифра трансформацийĕн рейтингĕнче Чăваш Ен - 1-мĕш вырăнта. Çулталăк каялла Чăваш Ен çĕршывра 76-мĕшĕнче тăнă, каярахпа пусма тăрăх хăпарма пултарнă. Вăл кун пек çитĕнỹпе палăрайманччĕ-ха, пуçласа мала тухрĕ. Утă уйăхĕнче 51 кăтартăва (патшалăх пулăшăвĕ кỹресси, чăн мар ăс-хакăл импорт цифра майне çĕршыврипе улăштарасси, киберхăрушсăрлăх, информаци отраслĕсем тата соцсферăсем, даннăйсемпе

Подробнее

Таса пурăнни чуна çĕклет

Хамăр пурăнакан тăрăх тасалăхра тата тирпейлĕхре пулни чуна çĕклет, пурăнма хавхалантарать. Çак кунсенче "Белоозерский" ТОС хастарĕсем "Таса площадка" акцине хутшăнса Çуткỹлти ача-пăча площадкине тата ун çывăхĕнчи территорие йĕркене кĕртнĕ. Мероприяти "Экологи ырлăхĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. "Халăх сурсан кỹлĕ пулать", - тенĕ ваттисем. Чăн та, пĕрле тăрăшса хавхаланупа ĕçлесен сахал мар

Подробнее

Мăн асаттесен ячĕсем

Тавра пĕлỹ ĕçне юратнă май, нумайăшĕ паян хăйсен йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчет, чăваш халăхĕн историйĕпе кăсăкланать. Ĕлĕкхине малашлăха куçарни хальхи тата çитес ăрусемшĕн кирлĕ. Иртнине, хамăрпа çыхăннине пĕлмесен, эпир - никам та мар. Ăсчахсем чăвашпа тутарсен тымарĕсем пирки 21-мĕш ĕмĕрте те дискусси ирттереççĕ. Вĕсенчен икĕ енĕ те хăйсен çыхăнăвне пăлхарсенче кураççĕ. Эпир

Подробнее

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Округ тулашĕнче пурăнса ĕмĕрне чыспа-сумпа ĕмĕрлекен ентешсем сахал мар пирĕн. Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Клавдия Кузьмина пирки сăмахăмăр. Вăл Шупашкар хулинче пурăнать, 95 çула çитнĕ пулсан та тĕрĕс-тĕкел утса-ĕçлесе çỹрет, ырă кăмăлĕпе тата пурнăçа юратаслăхпа палăрса çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çак кунсенче ăна çавра çулпа Елчĕк ен ентешлĕхĕн хастарĕсем саламларĕç,

Подробнее

Çĕршывран кăларса ярĕç

Миграци сферинче правăна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе республикăри хăш-пĕр объектра оперативлă профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Çак ĕçе Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ШĔМĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕпе тата Раççей гвардийĕн "Сувар" ОМОНĕпе пĕрле ирттернĕ. Оперативниксем апатлану тата суту-илỹ учрежденийĕсене, пасарсене, строительство объекчĕсене, общежитисемпе хăна çурчĕсене çитсе тĕрĕсленĕ. Рейд мероприятийĕсем хыççăн

Подробнее

Табак продукцине сутнăшăн

Шупашкарта пурăнакан 46-ри арçын, Çĕмĕрлере суту-илỹ объекчĕ тытса тăраканскер, саккуна пăхăнмасăр маркăламан табак продукцине туяннă. Ăна вăл хăйĕн лавккинче упранă, каярах сутса ярасшăн пулнă. Анчах шухăшланă пек тума май килмен - Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем тытса чарнă. Тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн саккунсăр çаврăнăшран 7 пине яхăн пачка маркăламан табак

Подробнее

Çын пурнăçне çăлса хăварнă

Чăваш республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Сывлăх патне утăм" проектне халăх хаваспах йышăнчĕ. Терапевта, кардиолога, офтальмолога, оториноларинголога, дерматолога, акушер-гинеколога, стоматолога пĕрлештерекен ушкăн ялсенче пулнă май халăх сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслет. Çавăн пекех вырăнти сиплев учрежденийĕсенчи медсестрасемпе фельдшерсем те - пысăк пулăшу. Проект чир-чĕре иртерех тупса палăртса вăхăтлă сиплеме пуçлассине мала хурать.

Подробнее

Пĕччен пурăнакан ватăшăн

социаллă ĕçчен тăванран та çывăх. Уйрăмах килтен тухса çỹрейменнисем, çынпа питех хутшăнайманнисем вăл килессе питĕ кĕтеççĕ. Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан центрăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, çапах та чи кирли - халăхăн уйрăмах пысăк пулăшу ыйтакан категорине тимлĕхре тытасси. Ватă çынсене, инвалидсене, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, йывăр ачасене… Центр ĕçченĕсем пурин

Подробнее

«Хаваслă çу кунĕсем»

проектпа килĕшỹллĕн Елчĕк ялĕнчи культура çуртĕнче "Хĕвел" ача сачĕн воспитанникĕсем пулнă. Кунта культура ĕçченĕсем вĕсемпе "Шыв çинчи хăрушсăрлăх" темăпа калаçу ирттернĕ. Тĕл пулăвăн тĕллевĕ пĕчĕкскерсене юханшывсемпе кỹлĕсен хĕрринче асăрхануллă пулмалли пирки вĕрентесси, вăл вырăнсене пĕччен çỹремелле марри пирки асăрхаттарасси тата хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарасси пулнă. Çавăн пекех шăпăрлансем кунта маларах асăннă темăпа мультфильм

Подробнее