Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 22)

Сцена ăстин ăнăçăвĕ

Юрий Петухов-Кашкăр - республикăри "Земствăн культура ĕçченĕ - 2026" конкурс çĕнтерỹçи. Çакă суйлав конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн паллă пулнă. Юрий Валерьевич культура тытăмĕнче 25 çула яхăн тимлет ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра - Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ. Вăлах - Лаш Таяпари "Тайпи" тата "Сударушки" ансамбльсен ертỹçи, сăвăç, юрăç-композитор. Округра иртекен культурăллă-массăллă

Подробнее

ХАКЛИ ÇУК

Асран кайми ачалăх кунĕсем -Телейлĕ те асамлă вăхăтсем.Çулсеренех юлаççĕ хыçала,Текех килеймĕç ĕнтĕ каялла. Ачалăхăн яваплă хуçисем -Чунтан юратнă аттепе анне.Куç шăрçи пек упраç "чĕпписене",Параççĕ пĕтĕмпех чун ăшшине. Ача-пăча ỹстернĕ вăхăтраПулаççĕ сахал мар йывăрлăхсем.Пепкийĕсем чирленĕ хушăраВутпуççи пек çунаççĕ чĕрисем. Тĕрекленсен, çунатсене сарсанВĕçсе каятпăр ăшă йăваран.Пурнăç çулĕпеле утнă чухнеАтте-анне парать пулăшăвне. Атте-аннерен хакли урăх çук.Хисеплер те

Подробнее

ЮХТĂРАХ ТĔНЧИПЕ ТĂНĂÇ ПУРНĂÇ ЮРРИ

Хĕвелтухăç енчен хĕрелсе, саралсаИрсерен тухтăрах çут хĕвел çĕн кунпа.Кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри шăрансаВĕçтĕрех вăрмансем, уй-хирсем çийĕпе. Садсенчи ялкăшса çунакан чечексемỸсчĕрех юмахри пек асамлăх кỹрсе.Урамра вылякан ачасен сассисемСавăнтарччăр куллен чунсене ăшăтса. Тỹпери тап-таса кăпăшка пĕлĕтсемИшчĕрех ярăнса лăпкă пурнăç парса.Çĕр анне чĕрçине ерипен шăварсаÇутăрах ăшă çумăр çỹлтен чашлатса. Çич тĕспе çуталса мир ялавĕн паллиТухтăр çумăр иртсен

Подробнее

АМĂШĔН ХỸХЛЕВĔ

Хыпарсăр çухатрĕ амăш ывăлне,Ĕненес килмест-çке ачи çуккине.Йăл кулă çухалчĕ унăн сăнĕнчен,Юхать йỹç куççулĕ мăшăр куçĕнчен. Пĕлĕтре çỹреççĕ айăпсăр чунсем,Тăлăха хăварчĕç çемйине вĕсем.Чĕрĕлсе тăраймĕç вилнĕ салтаксем,Нихăçан пирчеймĕç тарăн сурансем. Амăшĕ çухатрĕ пĕтĕм канăçне.Вĕçĕмрен кĕтет-çке савнă ывăлне.Çывăрма выртсассăн ыйхă та çĕтет,Çỹлти Турăран вăл çăмăллăх ыйтать, "Эй, çỹлти Аттемĕр! Арсене çăлсам!Ывăлсемсĕр йывăр пурăнма, илтсем!!!Вĕсене çуратнă ырăлăх

Подробнее

ТĂВАННИ ÇУМРА ПУЛТĂР ЯЛАН

"Этем тени тăван чĕлхесĕр -Тымарсăр йывăç, пушă чун". Инçетре пурнакан тусăмсем, ентешсем!Тăван кил вучахне ан сỹнтерĕр нихçан.Канлĕх тупнă кунта сирĕн йăх тымарсем,Тăван ял сукмакне такăрлатăр ялан. Аçăр-аннĕр пỹртне ан кăларăр сумран,Пит ан васкăр çакма мăн çăра алăкран.Вĕçĕмрен килсе çỹрĕр çуралнă çурта,Кил ăшши çăлкуç пек тапса тăтăр чунра. Чăн чăваш çемйинче çуралса çитĕнсен,Урăх халăх

Подробнее

Ай, юратнă çĕршывăм

Çĕр пин юрăллă çĕршывăм, Чăваш ен,Алла-аллăн эс утатăн Раççейпе.Çĕр пин тĕрĕллĕ çĕршывăм, Чăваш ен,Ят-сумна эсĕ çĕклетĕн ĕçỹпе. Хушса юрламалли:Ай, юратнă çĕршывăм - анне,Ыр ятна ỹкерместпĕр санне.Пурăнатпăр чунтан савăнса,Юр юрлатпăр сана мухтаса. Чĕвĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ Чăваш ен,Сассу çитрĕ тĕнче уçлăхĕ таран.Чун-чĕре ăшиллĕ, ырă Чăваш ен,Хăнана кĕтсе илетĕн кăмăлтан.

Подробнее

Чăвашлăха юратма вĕрентет

Мария Петровская ятне округра анчах мар, республикăра та аван пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен унăн калавĕсемпе сăввисем тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курсах пыраççĕ. "Пурнăç çинчен чуна пырса тивмелле çырать вăл", - çапла илтме пулать унăн хайлавĕсене вулакансенчен. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Михайловна хальхи вăхăтра Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пурăнать. Ĕмĕрне

Подробнее

Шанчăксăр тус

Калав Икĕ çамрăк вĕренен çулçисем çилпе ал çупмалла выляççĕ. Çакна Ксюша кашни ир чỹречерен căнать. Пăхать те - чунĕнче хавас пулса каять унăн, хăйĕн те вĕсемпе пĕрле выляма тухса чупас килет. Каçхине ун патне Валерка килмелле. Вĕсем туслашнăранпа вăхăт нумай иртмерĕ, çапах та кĕске вăхăтра пĕр-пĕрне хăнăхрĕç. Хĕр ăна питĕ кĕтет. Кĕтнĕ

Подробнее

Тункатаран хăтăлма

Пахчари кансĕрлекен йывăçа кассан, паллах, юлнă тункати те кансĕрлет. Унран çапла майпа хăтăлма пулать. Малтан тунката варрине дрельпе усă курса шăтармалла. Унтан айккинчен темиçе шăтăк тумалла. Кирлĕ мар пусмана бензин-краççын таврашĕнче йĕпетмелле те шăтăка чикмелле, чĕртмелле. Тунката пĕчĕккĕн çунса кĕлленет. Часах унран нимĕн те юлмасть.

Подробнее

Уяр куна «вăрласа»

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра урпа çапса тĕшĕлессипе тимлеççĕ. - Кăçал çанталăк çумăрлă тăни вырма ĕçне самай хавшатать, çапах та уяр кунсене "вăрласа" палăртнă ĕçе кунран кун чакарма тăрăшатпăр, - пĕлтереççĕ комбайнерсем. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 688,37 гектар çинче çитĕннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне лаптăкăн 110 гектарне (16 процент)

Подробнее