Пахчари кансĕрлекен йывăçа кассан, паллах, юлнă тункати те кансĕрлет. Унран çапла майпа хăтăлма пулать.

Малтан тунката варрине дрельпе усă курса шăтармалла. Унтан айккинчен темиçе шăтăк тумалла. Кирлĕ мар пусмана бензин-краççын таврашĕнче йĕпетмелле те шăтăка чикмелле, чĕртмелле. Тунката пĕчĕккĕн çунса кĕлленет. Часах унран нимĕн те юлмасть.

