Çĕр пин юрăллă çĕршывăм, Чăваш ен,
Алла-аллăн эс утатăн Раççейпе.
Çĕр пин тĕрĕллĕ çĕршывăм, Чăваш ен,
Ят-сумна эсĕ çĕклетĕн ĕçỹпе.
Хушса юрламалли:
Ай, юратнă çĕршывăм — анне,
Ыр ятна ỹкерместпĕр санне.
Пурăнатпăр чунтан савăнса,
Юр юрлатпăр сана мухтаса.
Чĕвĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ Чăваш ен,
Сассу çитрĕ тĕнче уçлăхĕ таран.
Чун-чĕре ăшиллĕ, ырă Чăваш ен,
Хăнана кĕтсе илетĕн кăмăлтан.
Хушса юрламалли:
Ай, юратнă çĕршывăм — анне,
Ыр ятна ỹкерместпĕр санне.
Пурăнатпăр чунтан савăнса,
Юр юрлатпăр сана тав туса.
Улăп паттăрăн çĕршывĕ — Чăваш ен,
Кар! тăратăн çирĕп миршĕн кĕрешме.
Тĕрлĕ халăхлă çĕршывăм — Чăваш ен,
Вĕрентетĕн туслăха мала хума.
Хушса юрламалли:
Ай, юратнă çĕршывăм — анне,
Ыр ятна ỹкерместпĕр санне.
Пурăнатпăр чунтан савăнса,
Юр юрлатпăр сана ыр сунса.

