Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕччен пурăнакан ватăшăн

Пĕччен пурăнакан ватăшăн

социаллă ĕçчен тăванран та çывăх. Уйрăмах килтен тухса çỹрейменнисем, çынпа питех хутшăнайманнисем вăл килессе питĕ кĕтеççĕ.

Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан центрăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, çапах та чи кирли — халăхăн уйрăмах пысăк пулăшу ыйтакан категорине тимлĕхре тытасси. Ватă çынсене, инвалидсене, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, йывăр ачасене… Центр ĕçченĕсем пурин валли те тимлĕх уйăрма ĕлкĕреççĕ. Учреждени тытăмне 4 структура подразделенийĕ кĕрет:

— килти социаллă пулăшу уйрăмĕ;

— çемьепе ачасене пулăшакан уйрăм;

— çĕнĕ технологисен аталанăвĕн уйрăмĕ;

— Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи ватăсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм.

Аякри ялсенче пурăнакан граждансене пулăшу парас ĕçре мобильлĕ бригада йĕркелени пысăк вырăн йышăнать. Кăçал центр ĕçченĕсем тĕрлĕ вырăна 24 хут тухнă. Ушкăнра ветерансен канашĕсен, медицина учрежденийĕсен, территори пайĕсен представителĕсем те пулни ĕçе çăмăллатать. Пĕрлехи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче кăçал пулăшу кирлĕ 12 çынна тупса палăртма май килнĕ, çав шутра 3 çынна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи уйрăм хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ.

Пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем уйрăм тимлĕхре. Вĕсене тупса палăртассипе те ĕçлесе пыратпăр. 2026 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче профилактика учетĕнче 19 ăнăçсăр çемье тăнă, унта çул çитмен 47 ача çитĕнет.

Л.МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code