Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 20)

Сусăрсене — тимлĕх

Паян Чăваш Енре япăх е пач курман 3 пине яхăн çын пурăнать. Хăшĕ-пĕри чирне пула халăхпа хутшăнма, килĕнчен тухса çỹреме пăрахать. Тĕрĕссипе, сывлăх енчен хавшак çынсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ, ăс-хакăл, спорт, пултарулăх енчен аталанаççĕ, çĕнĕ пĕлỹ илеççĕ, предприятисенче ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра регионти куç курманнисен пĕрлешĕвĕ 2 пин ытла

Подробнее

Лайăх трактористсене шыраççĕ

Чăваш Енре сентябрĕн 14-мĕшĕччен "Лайăх тракторист" профилактика акцийĕ иртет. Мероприятие ЧР Патшалăх техника надзорĕ Патшалăх автоинспекцийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Хальхинче ăна уй-хире пуçтарса тирпейлес кампание халалланă, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра çулсем çинче тата уй-хирте ял хуçалăх техники нумайланать. Тĕп тĕллев - тракторпа, комбайнпа тата ытти техникăпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх шайне

Подробнее

Юратнă тĕп хуламăр — 557 çулта

Августăн 16-мĕшĕнче республикăн тĕп хули йĕркеленнĕренпе 557 çул çитнине анлăн паллă тунă. Çак кун "Спартак" стадионта çамрăк граждансене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене панă. Çавăн пекех стадионта блогерсен Пĕтĕм Раççейри "ТопФест-2026" гастроль турĕ иртнĕ. Паллă блогерсемпе çамрăк артистсем кунтах пултарулăх лапамĕсем йĕркеленĕ. Хула çыннисене уяв ячĕпе ЧР Пуçăлхĕ Олег Николаев, Шупашкар

Подробнее

Елчĕкре — Анатолий Аксаков

Иртнĕ кунсенче пирĕн муниципалитетра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулчĕ. Вăл округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, Елчĕк округĕн социаллă-экономикăлла аталăнăвĕпе çыхăннă ĕçсем тавра пычĕ. Çавăн пекех çивĕч ыйтусенчен те пăрăнман. Тĕл пулăва хутшăннисене Елчĕк ялĕнчи кивелсе çитнĕ шыв пăрăхĕсене,

Подробнее

Чи кирли — хастарлăх

Августăн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче активпа тĕл пулнă май, кун йĕркинчи тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ. Пĕтĕмĕшле - ỹсĕмлĕ Чăваш Республикин 2026 çулхи ултă уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать: Августăн 19-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3470 тонна (60 процент) утă, 49428 тонна (129 процент) сенаж хатĕрленĕ. "Урожай" сахал яваплă обществăра 100 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4780,35 гектар çинче çулнă,

Подробнее

Стипендиат пулас тесен

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан округри çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать. ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине кăçал та тăратма вăхăт çитнĕ: 2026 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 21-мĕшĕччен документсене йышăнаççĕ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илес

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 18-мĕшĕнчи 147-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн хореографи преподавателĕ Светлана Ильинична Карамаликова ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл, вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕлле ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулсерен паракан ятарлă премине тивĕçнĕ.

Подробнее

Хăрушсăрлăх йỹнĕ пулма пултараймасть

Электрон сасăлав терактсенчен упранма та пулăшать. Çак шухăша Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Енĕн Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров палăртрĕ. ДЭГ кирек хăш вырăнтан та сасăлама май парать, эппин, суйлав участокĕсенче çын сахалрах капланĕ. Пĕр

Подробнее

Курьерсем миçе тенкĕ ĕçлесе илеççĕ?

Чăваш Республики çуран çỹрекен курьерсене сĕнекен ĕç укçи шайĕпе Раççейри малта пыракан регионсен шутне кĕнĕ. 2026 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика Пĕтĕм Раççейри рейтингра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Енре çуран çỹрекен курьерсем уйăхне 56 765 тенкĕ, Томск хулинче 57 887 тенкĕ, Мускавра 63 895 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Çĕршывĕпе шутласан

Подробнее