Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 24)

Пĕрлĕхре — вăй

Хĕвел тухăç Германире Совет Çарĕсен ушкăнĕ (ГСВГ) тăнă çулсенче (1945-1994) пиншер чăваш каччи çак ушкăнра служба витĕр тухнă. Паянхи куна Елчĕк муниципалитет округĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн списокĕнче 236 çын шутланса тăрать. Пĕр ỹстермесĕр, вĕсем пурте хисепе тивĕçлĕ, округ пурнăçĕнче кăна мар, республика шайĕнче те паллă йĕр хăварма пултарнă çынсем. Округри хăш-пĕр çемьесем

Подробнее

Тивĕçлĕ ĕçшĕн — тивĕçлĕ награда

Республика кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă тата общество ĕçĕнче пысăк пуçарулăхпа тимлекен çынсене патшалăх наградисемпе наградăланă. Çак йышра пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, хальхи вăхăтра Шупашкар муниципалитет округне кĕрекен Кỹкеçри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ пулса вăй хуракан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов та

Подробнее

Семинар-канашлура — журналистсем

Июнĕн 26-мĕшĕнче Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе Тăвай райповĕн предприятийĕсем тăрăх пресс-тур йĕркелерĕ. Вĕсем суту-илỹ çурчĕсен, çăкăр завочĕн, хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пресс-тур хыççăн райпо офисĕнче семинар-канашлу иртрĕ. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул суту-илỹ тата общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 9133 млн тенкĕпе танлашнă. Медицина, ветеринари аптекисем те ăнăçлă

Подробнее

«Юбилейка» суту-илỹ çурчĕ уçăлнă

Иртнĕ кунсенче Елчĕкри Юбилейная урамра уйрăм çынсен - Разумовсен çемйин "Юбилейка" ятлă суту-илỹ çурчĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçнă. Тавар туянакансем те çак çĕнĕ те пысăк лавккана уçнине курма нумаййăн хапăл туса пынă. Суту-илỹ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă. Май пулнипе усă курса вăл Разумовсене пуçарулăхшăн,

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчи 57-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн экономика облаçĕнчи тата финанс ĕçĕ-хĕлĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп бухгалтерне Антонина Трифоновна Соловьевăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчи 85-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больницăри Людмила Ивановна КАПЛАМОВА аслă категорири участокри фтизиатр тухтăр, профпатолог тухтăр ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "Чи лайăх фтизиатр клиницист" ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ

Почта çыхăну уйрăмĕсенче 2024 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарассин кăтартăвĕсене çитес кунсенчех татăклăн пĕтĕмлетеççĕ. Унччен "Елчĕк ен" хаçата çырăнтарас ĕç мĕнле пынипе кăсăклантăмăр. Светлана Сергеева ертсе пыракан Кавалти çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта округ хаçатне халăх хушшинче 181 экземпляр сарнă. Иккĕмĕш çур çул валли те ăна, июнĕн

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Июнĕн 27-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене 5015 гектар (60 процент) çулнă. Çав шутран утăлăх - 2117, сенаж валли - 2518 гектар, симĕс апат валли 380 гектар. Пурĕ 2701 тонна (54 процент) утă, 11005 тонна (28 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе утă хатĕрлемелли плана "Прогресс" АХОра -

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Кивĕ Эйпеç ялĕнче "Очаг" ятпа официаллă майпа регистрациленнĕ территорири общество хăй тытăмлăхĕн ĕçне Раççей шайĕнче тивĕçлипе хакланă. Вĕсем Президент гранчĕсен фончĕн "Социальное обслуживание, социальная поддержка и защита граждан" енĕпе иртнĕ конкурсĕнче çĕнтернĕ, 307 541 тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнĕ. Тĕрĕссипе каласан, ял çыннисем иртнĕ çулсенчен тытăнсах хăйсен пуçарăвĕпе тăван кĕтесе тирпей-илем кĕртесссипе

Подробнее

Экофестиваль иртнĕ

Чăваш Енри экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕн усă курассин çулталăкне халалласа иртнĕ кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче "Родники России - родники Чувашии" ятпа республикăри экофестиваль иртнĕ. Асăннă мероприятие çут çанталăк пуянлăхне - Чăваш Енри пысăк тата пĕчĕк юхан шывсен пуçламăшĕсене - çăл куçсене упрама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Май пулнипе усă курса муниципалитет округĕсенчи

Подробнее