Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 25)

Экстремизмла ĕç тума чĕннĕ

Чăваш Енре радикаллă тĕн майлă çынна тытса чарнă. Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, çакна РФ УК 280-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (интернетра экстремизмла ĕç тума чĕнсе калани) сăлтавланă. Çак арçын неофит тата радикаллă тĕне пăхăнакан пулнă май, социаллă сетьре видео вырнаçтарнă, унта вăл Раççейре чарнă

Подробнее

Суйлав

Чăваш Енре пурăнакансен суйлав прависене хỹтĕлесси çинчен калакан килĕшĕве "Пĕрлĕхлĕ Раççей" чи малтан алă пуснă. Документа партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов тата Общество сăнав штабĕн ертỹçи Елена Кузьмина алă пусса çирĕплетнĕ. Енсем çитес суйлавра граждансен сасăлав прависене тивĕçтернине сăнаса тăрассине йĕркелес енĕпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăлнă. Çав шутра -

Подробнее

Елчĕксем спортра харсăр

Елчĕк округĕн команди Августăн 7-мĕшĕнче Комсомольски округĕнче иртнĕ республикăри XIV çуллахи ял спорчĕн вăййисене хутшăннă. Икĕ лаптăкра - "Кĕтне" спорт шкулĕнче тата "Çĕрулмине Мухтав" агрофирма никĕсĕ çинче - иртнĕ ăмăрту пĕтĕм республикăран 450 чи вăйлă аграри ĕçченĕсене, спортсменсемпе физкультурниксене пухнă. Полиатлон, çăмăл атлетика, мини-футбол турнирĕ, спорт çемйисен тупăшăвĕ тата канат

Подробнее

Министр Елчĕкре пулнă

Иртнĕ эрнере пирĕн округра министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Елчĕк округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тата вырăнти активпа, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май министр вырма кампанийĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче агропромышленность комплексне çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес ыйту уйрăм

Подробнее

34 çул пĕр ĕçре

Любовь Хушкина 34 çул акционерсен "Прогресс" обществинче поварта тăрăшать. 1992 çулта Тутарстанри Пăва хулинчи 23-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине пĕтерсен вырнаçнă кунта. Хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлать вăл. Ĕçтешĕпе, Ирина Борисовăпа, хуçалăхра вăй хуракансене яланах тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Меню та пуян. Нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Любовь Михайловнăна

Подробнее

Галина Каринкина: «Тăван чĕлхене, тăван çĕре упрама, хаклама вĕрентесси — чи кирли»

Чăваш Ен, ỹстермесĕр калар, пултаруллă учительсемпе, вĕрентỹпе меслет комплекчĕсен авторĕсемпе пуян. Ăса тỹрех Атăл çи тăрăхĕнче çĕнĕ шкулсем уçнă Иван Яковлев, Раççейĕпех паллă этнопедагог Геннадий Волков, мăкшăсене çутта кăларнă Макар Евсевьев пек улăпсем аса килеççĕ. Шкулсенче те пархатарлă вĕрентекенсем сахал мар пирĕн, тăван чĕлхене ăста вĕрентессипе Алена Ядрицова, Александр Степанов,

Подробнее

Халăх программине хастар хутшăнар!

Чăваш Енре парти пуçарăвĕпе йĕркеленекен Халăх программине ыйтусем йышăнасси малаллах пырать. Пуçарусене ятарлă бланка çырса тултарнипе пĕрлех депутатсемпе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин секретарĕсем, "Есть результат" портал урлă онлайн мелĕпе те тăратма пулать. Паянхи кун тĕлне халăх 90 пин ытла сĕнỹ пама ĕлкĕрнĕ те. Сĕнỹсен пысăк пайĕ хăрушлăхсăр çул-йĕре хута ярассипе, ялсемпе хуласенче

Подробнее

«Уçă тỹпе айĕнчи кино»

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн хальхи вăхăтра республикăра "Уçă тỹпе айĕнчи кино" проект анлăн пурнăçланса пырать. Пирĕн округра та ĕçе кĕртнĕ ăна. Культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшакан проекта ертсе пыракансем репертуара тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăнсен интересĕсемпе кăмăлĕсене шута илсе йĕркелеççĕ. Патреккел, Çирĕклĕ Шăхаль, Яманчỹрел тата ытти ялта пурăнакансем

Подробнее

Владимир Андреева халалласа — палăк

Тĕп хулара пирĕн паллă ентешĕмĕрĕн - Олимп вăййисен бронза призерĕн Владимир Андреевăн палăкне лартма йышăннă. Палăк валли укçа-тенкĕ уйăрас текенсем пархатарлă ĕçе хутшăнма пултарĕç. Спортсменăн çутă сăнарне асра тытни пархатарлă.

Подробнее

Черетлĕ сериалта ỹкерĕннĕ

Пирĕн ентеш Владимир Тяптушкин актер çĕнĕ "Коп-звезда" камит сериалĕнче ỹкерĕннĕ. Ăна августăн 3-мĕшĕнче ТНТ каналпа кăтартма пуçланă. Сериалта вăл Владимир Мудрова - чее те пултаруллă персонажа - вылять.

Подробнее