Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 29)

Марафон малалла пырать

Чăваш Енре "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Вăл кăçалхи юпа уйăхĕччен тăсăлать. Паянхи кун тĕлне пирĕн округпа унăн пухмачне 123 пин те 983 тенкĕ пухăннă. Чи нумай сумма хывнисене палăртса хăвармаллах. Округри Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ, "Яманчурино" сахал яваплă обществăн директорĕ Владимир Рахмуллин ертсе пыракан коллектив чи маттурри

Подробнее

Тариф улшăнмасть

Хытă каяш çаврăнăшне республикăра 2018 çултанпа "Чăваш Ен ситиматикĕ" общество йĕркелет: пурăнмалли вырăнсенчен полигона турттарать, уйăрать, сиенсĕрлетет, çĕртме вырнаçтарать. Раççей Правительстви 2023 çулхи çурла уйăхĕнче çĕршывра коммуналлă хытă каяш пухмалли норматива шутласа çирĕплетмелли йĕркене улăштарнăран ЧР Строительство министерстви 2017 çулта йышăннă "Чăваш Республикинче коммуналлă хытă каяш пухмалли норматива çирĕплетесси çинчен" хушу

Подробнее

Çамрăксене пĕрлештерет

Тăвай муниципалитет округĕнчи "Упа кĕтесĕ" кану базинче республикăри çамрăксен "Ялта чи лайăххисем" слечĕ иртнĕ. Виççĕмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие ял хуçалăх, вĕренỹ, культура, сывлăх сыхлавĕ, муниципалитетпа власть органĕсенчен пĕтĕмпе пин ытла яш-кĕрĕм хутшăннă. Вăл йышра - Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пынă делегаци

Подробнее

Патшалăх Канашĕнче — тĕл пулура

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонард Левый ертсе пынă округри тĕрлĕ обществăлла организацисемпе ведомствăсен представителĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче пулнă. Тĕл пулăвăн йыхравçи хамăрăн ентеш - Юрий Алексеевич Попов депутат. Йышпа пĕчĕк мар делегацие çавăн пекех унăн ĕçтешĕ Алексей Шурчанов, Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Вячеслав Трофимов,

Подробнее

«Сенкер çулăм» ырлăхĕпе — çирĕм çул!

Паянхи çамрăксем икĕ теçетке çул каялла çуртсене вутă, çĕр кăмрăкĕ е торф брикечĕ çунтарса ăшăтса хĕл каçнине аслисем каласа панă тăрăх кăна пĕлеççĕ. Хир тăрăхĕнче вырнаçнă Елчĕк районĕн халăхĕшĕн çакă пысăкран та пысăк нуша пулнă. Халĕ каç выртсан та, ир тăрсан та килте ăшă - çут çанталăк газĕ пур çĕре

Подробнее

«Ăрусен хутшăнăвĕнче»

Республикăра вĕренỹ организацийĕсен музейĕсен фестивальне пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕтĕмпе 1500 конкурсант - шкул ачисемпе педагогсем - хутшăнма кăмăл тунă. Елчĕкри вăтам шкултан вара - тỹрех виçĕ команда. Рада Федорова вĕрентекен ертсе пыракан ушкăн хăйсен пултарулăхне "Ăрусен хутшăнăвĕ" конкурсра кăтартнă. Педагогсемпе наставниксене халалланăскер вăл. Конкурсантсем экспозици стенчĕ çине хăйсен пĕтĕм пурнăçне вĕренỹпе

Подробнее

Кану лагерĕсенче — 600 ытла ача

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Чи малтанах иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, кулленхи тĕллевсене сỹтсе яврĕç. Тăвай тăрăхĕнче иртнĕ "Ялта чи лайăххисем" агрослета хутшăннин итогĕсем çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -

Подробнее

Транспорт хатĕрĕ тетте мар

Çуллахи кунсенче çулсем çинче мопедсемпе тата скутерсемпе, велосипедсемпе, квадрациклсемпе çỹрекенсем йышланаççĕ. Ытларах çамрăксем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманран, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран час-часах аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене те пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкереççĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, аварисен

Подробнее

Акцисенче хастар

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн ĕçченĕсем тăтăшах ялсене тухса çỹреççĕ. Хальхи вăхăтра, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă май, коллективăн ĕç тата та нумайланчĕ. Салтаксен çемйисене тимлĕхре тытас тĕллевпе ятарлă графикпа территори пайĕсене çитсе килетпĕр, кашнинпе курса калаçатпăр, ыйтусене васкавлă татса пама тăрăшатпăр. Мобильлĕ бригадăн

Подробнее

Ырсамай тăрăхĕ тата илемленет, хăтлăланать

Чăваш Енре кăçалхипе пиллĕкмĕш çул пурнăçа кĕрекен федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - хула хутлăхне тирпей-илем кĕртесси. Çак тапхăрта Елчĕк муниципалитет округĕнче те ял территорийĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай курăмлă ĕç пурнăçланă. OLYMPUS DIGITAL CAMERA Округ центрĕнчи "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи Акатуй уявне ирттерекен, Елчĕкре пулса

Подробнее