Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 28)

«Ниме — халăх бюджечĕ»

Республика Пуçлăхĕн "Ниме - халăх бюджечĕ" проекчĕ пулăшнипе Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн çурчĕн тăррине юсанă. Укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,6 млн тенкĕпе танлашнă. Юсав вĕренỹ класĕсене çĕнетме, çуртăн тăррине улăштарма май панă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул ачасене яланхилле хаваслăн кĕтсе илессе шанса тăратпăр.

Подробнее

Пĕрисем — малалла, теприсем?

Ĕç укçи кирек кама та калаçтарать: сахал илекене те, тупăшлă пурăнакана та. Шалăвăн уйăхри вăтам виçи 71 пин тенке çитнĕ. Вăл çулталăк каяллахинчен 1,5 процент кăна ỹсни республикăна Раççейĕн ытти субъекчĕпе ăнăçлă тупăшма май памасть. Чăваш Енре ĕç укçи нихăçан та пысăк пулман тени кăна, паллах, влаçсене те, ĕç паракансене те

Подробнее

Пайтаçăсен йышĕ ỹсет

Чăваш Енре предпринимательсен тата компанисен шучĕ Раççейринчен нумайрах, 8,7 процент, пысăкланнă. Кăçалхи çичĕ уйăхра реестрта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 50629 субъектне шута илнĕ. Çулталăк каялла çак кăтарту самай пĕчĕкрех, 46,6 пине яхăн, пулнă. Çĕршывра уйрăм пайтаçăсен шучĕ çак тапхăрта 3,5 процент кăна хушăннă.

Подробнее

Шухăшсем…

Тус пулсан эс пуян. Пĕччен пуç пĕшкĕнет, ушкăн йыш ут утланать. Пысăк кресло хăш-пĕр çынна йĕркерен кăларать. Вăррăн алли кĕçĕтет. Çыннăн шалти тасамарлăхĕ пичĕ çине тухать, теççĕ. Çăкăр тутине ĕçлекен лайăх пĕлет. Н.ГАВРИЛОВ.

Подробнее

«Ырă пуласлăх, хăтлă пурнăç кашни çыннăн сассинчен килет»

Суйлав - чи пысăк обществăпа политика пулăмĕ. Вăл таса, тĕрĕс, уçă иртесси участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсенчен, ырă пуласлăхпа хăтлă пурнăç кашни çыннăн тĕрĕс сасăлавĕнчен килет. УИК членĕн яваплă ĕçне халăх шанăçне тỹрре кăларма пултаракан тата пысăк хисеп çĕнсе илнĕ çынсене шанаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Тăрăмĕ ялĕнче пурăнакан Галина Малова. Вăл

Подробнее

Хуçалăх 25 çулта

Комсомольски округĕнче "Слава картофелю" агрофирма 25 çул тултарнине халалласа Уй кунĕ иртнĕ. Асăннă агрофирма паян республикăри чи пысăк лаптăк çинче çĕр улми туса илекен. Ура çинче çирĕп тăнă май пысăк технологиллĕ хуçалăх ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать: коллектив кашни çулах республикăн тата пĕтĕм çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетсе курăмлă кăтартусем тăвать. Тунă

Подробнее

Конкурссенче палăрни — паха ĕçĕн кăтартăвĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç. Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова каласа кăтартрĕ.

Подробнее

Уяр кунпа тухăçлă усă курар

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тишкерсе хак парас тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ирттернĕ округри семинар-канашлăва хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ çак мероприяти кăçал "Урожай" ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Семинар-канашлăва округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унта Чăваш

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2026 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 96-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Федерацийĕн Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учительне Алексей Ардалионович ДАНИЛОВА "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

Культура çурчĕсенче — юсав

"Ялти культура çурчĕ - ялăн чĕрипе чунĕ", - теççĕ халăхра. Кĕçĕн Таяпа тата Таяпа Энтри ялĕсенче вырнаçнă культура çурчĕсенче Федераци шайĕнчи "Культура малой родины" проектпа килĕшỹллĕн юсав ĕçĕсем пуçланнă. Кĕçĕн Таяпара Сергей Качалин уйрăм предприниматель урайсене çĕнетет, Таяпа Энтринче Алексей Марков уйрăм пайтаçă алăксене улăштарать. А.САФРОНОВА.

Подробнее