Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 27)

Çĕнĕлĕхсемпе паллашнă

Июлĕн 31-мĕшĕнче Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн округри уйрăмĕн членĕсем (ертỹçи Валерий Шадриков) "Агрофирма" Слава картофелю-Яльчики" сахал яваплă обществăра пулса курчĕç. "АСК-Яльчики" ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин вĕсене çĕр улмин хăйне евĕрлĕ тата элита вăрлăхне хатĕрлекен, çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерекен обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн чылай çулхи историйĕпе паллаштарнă. Ял

Подробнее

ГТО вăй илет

Республикăра Пĕтĕм Раççейри "Ĕçлеме тата хỹтĕлеме хатĕр" физкультурăпа спорт комплексне аталантарасси пысăк тимлĕхре. ГТОна чĕртсе тăратнă хыççăнхи 12 çулта регионта çак комплекс нормативĕсене пурнăçлама 460 пин çын хутшăннă. Вĕсенчен 200 пинĕшĕ ГТО паллисене тивĕçмелĕх пурнăçланă. Çак йышăн тĕп пайĕ - шкул ачисем, студентсем. Пысăк ĕç кăтартăвĕ куç умĕнче. ГТО нормативĕсене алла

Подробнее

Хĕрарăм телейлĕ…

Хĕрарăм телейлĕ çемье çавăрсассăн,Ялан савнă мăшăр пулсан юнашар,Тăван ашшĕ-амăшĕ сывă пулсассăн,Кал-кал ĕç пырсан, ĕçлесессĕн вăр-вар. Хĕрарăм телейлĕ ача çуратсассăн,Илтсессĕн пĕрремĕш "анне" тенине,Çумра пепкине хытă çупăрласассăн,Утсассăн пĕрле ирсерен шкул енне. Хĕрарăм телейлĕ çемье пухăнсассăн,Хавассăн ларсассăн сĕтел хушшине,Кашнин куçĕнче савнăç хĕмĕ курсассăн.Мĕн кирлĕ-ши урăх анне чĕрине? Хăруш вăхăтра эс, хĕрарăм, телейлĕАчу, мăшăру вăрçăран таврăнсан.Пуласчĕ, хĕрарăмсем,

Подробнее

Нумай кирлĕ мар-тăр

Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,Куллен кантăкран çут хĕвел йăл кулать,Епле йывăçсем ытарма та çук капăр,Чун çак илемпе киленсе савăнать. Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,Çумра мăшăр пултăр, кил-çурт кермен пек,Ним те ан ыраттăр, ялан сывлăх пултăр,Ачи-пăчисем ỹсчĕр çирĕп, тĕрек. Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,Чуна çемçетсен ырă, ăшă сăмах,Темле йывăр чух шанчăку ан çухалтăр,Çумра

Подробнее

Шухăшсем

Шухăшсем, ман шухăшсем,Çил çунат урхамахсем.Пурнăçри çул çỹревреВĕсем шур кăвакарчăнсем.Саншăн сăвăсем çыратăп,Телее упрасчĕ тетĕп.Шухăша кайса утатăп,Уй-хирте пĕччен çỹретĕп,Шав вĕçеççĕ шухăшсемТăван кил ытамĕнче.Чунтан тухнă хайлавсемЮлччăр халăх чунĕнче… Çеçпĕл Мишшине Эс ĕмĕр-ĕмĕр пирĕнпеПоэзин вĕçсĕр тĕнчинче.Пĕтĕм чăваш ĕмĕчĕпеÇуталтăр нишлĕх умĕнче.Чĕресене хĕлхем ярсаМалашлăха пытăн уçса.Сан пилỹпе хĕпĕртесеПурăнатпăр халь пуç çĕклесе.Тĕнчен пĕтĕм кĕтесĕнчеЭтем сана туйса тăрать.Хăюллă сăвă чунсенчеÇĕнĕ

Подробнее

Юрату çулăмĕ

Тĕтĕмпе хуралнă кăвайт вучĕÇутатмасăр, ăшăтмасăр кĕлленет.Юрату, санра тĕнче хăвачĕЙăлкăшса ман чĕрене тивет. Пĕр самант çунни те питĕ хаклăВуншар çул çĕрсе пурăниччен.Юратса вĕçесчĕ ман хăватлăУлăхра пĕр пăнчă пуличчен. Çын калать: "Тăнлав сан кăвакарнă.Çавăнпа чĕре сан сивĕнет.Юр тăманĕ уй-хире шăлсассăнПутлăха та хуплама çитет". Çук чĕрешĕн ниепле саккун таЮрату çиçсессĕн çиçĕм пек.Эп ăна чунра илсе пыратăп

Подробнее

Аса илсем, тăван

Тăван, мĕнле эс пурăнан?Нумайранпа сана курман.Калаçмалли питех нумай:Кĕрсе тухмасăр эс ан кай! Тăванлăх пиçнĕ тăварпа.Кулач пайланă çурмалла.Хăш чух, тен, пурăннă çукпа,Çапах та пулнă ыр чунпа. Ачашлайман пире аннеПĕлмен вăл канăçлăх мĕнне.Кỹрентермен пире атте.Ĕçленĕ вăл колхоз ĕçне. Телейлĕ туйнă хамăраАтте-анне пуртан çумра.Аса илсен ачалăхаХаваслăх çуралать чунра… Калаçнă, савăннă пĕрлеКайсассăн туссемпе хире.Ĕçленĕ ăмăртса ĕçре,Ывăннине туйман пĕрре. Çут

Подробнее

Пуриншĕн те тавах, аннеçĕм…

Астăватăн-и, аннеçĕм, эпир ача чухне мĕнлескер пулнине? Халĕ эпир пурте çемьеллĕ, кашнийĕн икшер-виçшер ача çитĕннĕ. Аслă мăнукăрсем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулчĕç. Халĕ тин ăнланатăп сана, аннеçĕм, еплерех йывăрлăхсем тỹссе ирттернĕ эсир пире, çичĕ ачана, ура çине тăратас тесе. Тул çутăличченех, эпир куçсене уçиччен, колхоз хирне тухса утнă эсир. Хĕл ларсан

Подробнее

Паспортсăр хăварнă

Ку йышăнăва Раççей ШĔМĕн Канаш хулинчи миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ Раççей ФСБн Чăваш Енри управленийĕпе пĕрле тунă. 61 çулхи арçын Таджикистанра çуралса ỹснĕ. 2011 çулта вăл Раççей паспортне илнĕ. Чылай вăхăт Раççейре пурăннă, пасарта суту-илỹ енĕпе ĕçленĕ, юлашки вăхăтра общепитра тăрăшнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă: арçын радикаллă ислам

Подробнее

Наркотик саракана чарнă

Раççей ФСБн Чăваш Енри управленийĕн следстви уйрăмĕ Тюмень облаçĕн 39 çулхи çынни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Арçынна пысăк калăпăшпа наркотик сутма хăтланнăшăн айăпланă. Следстви палăртнă тăрăх, вăл Тутарстанра тата Пушкăртстанра, Тюмень тата Свердловск облаçĕсенче, Ханты-Мансийск автономи округĕнче наркотик сармалли канал йĕркеленĕ. ФСБ управленийĕн ĕçченĕсем ăна Комсомолськи округĕнче М-12 "Хĕвел тухăç" трасса çинче

Подробнее