Июлĕн 31-мĕшĕнче Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн округри уйрăмĕн членĕсем (ертỹçи Валерий Шадриков) «Агрофирма» Слава картофелю-Яльчики» сахал яваплă обществăра пулса курчĕç.

«АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин вĕсене çĕр улмин хăйне евĕрлĕ тата элита вăрлăхне хатĕрлекен, çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерекен обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн чылай çулхи историйĕпе паллаштарнă. Ял хуçалăх аталанăвне хăйсен пысăк тỹпине хывнă, халĕ тивĕçлĕ канури ветерансем çĕршыври селекци аталанăвĕн юлашки çитĕнĕвĕсемпе, çĕр улми туса илес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе, хальхи тапхăрта производство тĕрĕслевĕ витĕр тухакан сортсемпе кăсăкланса паллашнă.
Сăмах май, нумаях пулмасть Комсомольски округĕнче «Слава картофелю» агрофирмăн 25 çулхи юбилейне халалласа «Уй кунĕ» иртнĕ. Унта Мускав, Краснодар, Ростов, Чулхула, Астрахань хулисенчен тата Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнĕ специалистсем хутшăннă.

