Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çинче хăрушсăрлăх хуçалантăр

Çул çинче хăрушсăрлăх хуçалантăр

Республикăра «Питбайк-2026: контроль татат хăрушсăрлăх» акци старт илчĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствипе Патшалăх автоинспекцийĕ ирттереççĕ. Тĕллев: çулсем çинче лăпкăлăх хуçалантăр, никам та инкеке ан лектĕр.

Питбайк, паллах, ачасемшĕн питĕ илĕртỹллĕ. Анчах та пурин те асра тытмалла: вăл çул çинче çỹремелли транспорт мар. Саккунпа килĕшỹллĕн, питбайк — хупă трассăсемпе мотокросс трекĕсенче çỹремелли спорт хатĕрĕ. Ял-хула урамĕсенче унпа ярăнсан сире административлă яваплăх кĕтет.

Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатас, правилăсемпе паллаштарас тĕллевпе сентябрĕн 30-мĕшĕччен республикăри шкулсенче ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ятарлă тĕл пулусем, калаçусем иртĕç. Специалистсем мототехникăпа хăрушлăхсăр мĕнле усă курмалли, авари патне илсе çитерекен юсавсăрлăхсем çинчен ăнлантарĕç, пурне те тĕп правилăсемпе паллаштаракан памяткăсемпе тивĕçтерĕç.

А.МАТРОСОВ, ГАИ начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code